Архив - 19 Ноя, 2019

19 Ноя, 2019

Савăнтаракан, çав вăхăтрах чуна ыраттаракан çулпа...

Эпир пĕчĕк чухне хĕрачасенчен ытларахăшĕ ÿссен артистка пулма ĕмĕтленетчĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче Чăваш радиовĕпе спектакльсене итленĕ май тĕвĕленнĕ ĕнтĕ çав шухăш. Паллах, пурте артист пулайман, анчах ку енĕпе киленÿ тупма мехел çитернĕ. Астăватăп-ха: хăй вăхăтĕнче кашни клуб çумĕнче драма кружокĕ ĕçлетчĕ. Акă ăçта тĕрĕслеме пултарнă пултарулăха. Ырă пулăм халĕ те хăйĕн хăватне çухатмасть. Хальхи вăхăтра республикăри культура учрежденийĕсен çумĕнче театра юратакансен ушкăнĕ вун-вун, çĕр-çĕр. Вĕсенчен ытларах пайĕ — ял-салара.

19 Ноя, 2019

Трак енсене шапăртăк чапа кăларнă

Купăс çук чухне мĕн тумалла? Ушкăнпа пĕрле пĕр харăс, пĕр кĕвĕллĕ тăпăртатса ташламалла. Çапла тунă та чăваш хĕрарăмĕсем. Сăмахăм «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн «Шапăртăк» ташши çинчен. Вăл Красноармейскисен визит карточки пекех.

«Чим-ха, кунта пĕр çаврăм сиксе юлнă»

19 Ноя, 2019

Укçа пурне те çитет-и?

Статья ятне кăларнă ыйту хуравĕ уçăмсăр-ха, анчах Чăвашкредитпромбанкпа çыхăннă лару-тăру влаçсене те пăшăрхантарать, çавна май эрнекун Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче республика Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ банкăн РФ Тĕп банкĕ йĕркеленĕ вăхăтлăх администрацийĕн тата Вкладсене страхлакан агентство представителĕсем лицензисĕр тăрса юлнă банк вкладчикĕсемпе курнăçрĕç, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

«Пушарпа» Пожарская кĕрешет

Страницы