Савăнтаракан, çав вăхăтрах чуна ыраттаракан çулпа...

19 Ноя, 2019

Эпир пĕчĕк чухне хĕрачасенчен ытларахăшĕ ÿссен артистка пулма ĕмĕтленетчĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче Чăваш радиовĕпе спектакльсене итленĕ май тĕвĕленнĕ ĕнтĕ çав шухăш. Паллах, пурте артист пулайман, анчах ку енĕпе киленÿ тупма мехел çитернĕ. Астăватăп-ха: хăй вăхăтĕнче кашни клуб çумĕнче драма кружокĕ ĕçлетчĕ. Акă ăçта тĕрĕслеме пултарнă пултарулăха. Ырă пулăм халĕ те хăйĕн хăватне çухатмасть. Хальхи вăхăтра республикăри культура учрежденийĕсен çумĕнче театра юратакансен ушкăнĕ вун-вун, çĕр-çĕр. Вĕсенчен ытларах пайĕ — ял-салара. Хальхинче эпир Комсомольски районĕнчи культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пирки каласа кăтартăпăр. Вăл сумлă ята тивĕçнĕренпе кăçал çур ĕмĕр çитрĕ.

Пĕрремĕш утăмсем

Драма коллективĕ 1967 çулта чăмăртаннă. Ăна Валентина Зайцева, культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕскер, ертсе пынă. Халăх умне кăларнă пĕрремĕш пысăк ĕç — Федор Павловăн «Ялта» драми. Мĕн тетĕр? Комсомольски тăрăхĕнчи ялсенче кăна мар, кÿршĕ районсене те çитнĕ унпа. Ун хыççăн çамрăк, анчах питĕ пултаруллă пике Мария Ухсайăн «Çу, çумăр, çу!» пьесине парăнтарнă. Каярахпа тата пысăкрах тĕллев лартнă: Петр Осиповăн «Айтар» драмипе ĕçлеме пуçланă. Айтар сăнарне калăплама райĕçтăвкомăн культура пайĕн пуçлăхне Анатолий Агафонова шаннă. Ытти роле Анатолий Счетчиков, Александр Долгов, Елена Маркова, Игорь Кокшин, Петр Матросов, Анатолий Совин, Герольд Индюков, Марс Орлов, Варсонофий Сумзин… вылянă.
1969 çулхи çуркунне Шупашкарти кăнтăр поселокĕн культура çуртĕнче республикăри драма коллективĕсен смотрĕ иртнĕ. Комсомольски салин артисчĕсем унта иккĕмĕш вырăна тухнă, вĕсенчен тăххăрăшне дипломпа чысланă. Темиçе уйăхран, тĕрĕсрех каласан — 1969 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Культура министерствин хушăвĕпе Комсомольски районĕн культура çурчĕ çумĕнчи драма коллективне «халăх театрĕ» ят панă.

Режиссер çеç мар, психолог та

1970 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче асăннă театра савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Валентина Зайцева çак самант тĕлне «Сиккасси хĕрĕ» премьера хатĕрленĕ. Вырăнти райхаçат ĕçченĕ Иван Кузьмин 1921 çулхи ĕç- пуçа тĕпе хурса çырнă. Пăлхав вăхăтĕнче Аслă Каçалти çамрăк учительницăна тата темиçе комсомолеца тискеррĕн вĕлернĕ. Тĕп сăнара — Клавдия Кочетникова рольне — музыка шкулĕнче вĕрентекен Елена Маркова калăпланă.
Валентина Зайцева çавăн пекех «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем», «Çуллахи каç» тата ытти ĕçе куракан патне çитернĕ. Валентина Харитоновна ăста психолог пулнă. Çынна сăнран çеç мар, ăс-хакăлне, чунне витĕр курнă тейĕн. Спектакле явăçтарас тĕллевпе вăл е ку çын патне темиçе хут та пырса калаçма, ăна ÿкĕтлеме мехел çитернĕ. Малалла вулас...

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.