Архив - 23 Апр, 2018
"Чăваш хĕрарăмĕ", 15 (1039) №, 21.03.2018
Чун апачĕсĕр пурăнайман Платоновсем
Тăван кĕтес сиплĕхĕн хакне аякра пурăнса курнă çын аван туять. Ваттисем ахальтен çапла каламан-тăр: кайăк хăйĕн йăви еннеллех вĕçет.
Чуна лăпкать… тасалăх
Пурнăç вак-тĕвекрен тытăнса тăрать. Чăн та, ăна асăрхасах та каймастпăр эпир, вышкайсăр пысăк ĕçсемпе пулăмсем кăна пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннăн туйăнать. Нумаях пулмасть ĕçпе пĕр районти хуçалăх ертÿçи патне шăнкăравларăм. Вăл ытла та ассăн сывланипе хам та сисмесĕр тенĕ пек сăлтавĕпе кăсăклантăм. «Мĕншĕн çуркунне çитет- ши? — тĕлĕнтерчĕ хайхискер. Эпĕ нимĕн чĕнме аптранине сиссе-тĕр, сăмахне малалла тăсрĕ: — Хĕллех лайăхчĕ. Нимĕн те курăнмастчĕ. Халĕ акă юр ирĕлсе пынă май мĕн кăна сиксе тухмасть!» Ертÿçе ăнланма пулать.
Амăшĕн пилĕпе пÿрнĕ телей
Пенсипе тивĕçтерес ĕçри улшăнусем çинчен
"Чăваш хĕрарăмĕн" тĕпелĕнче — Раççей пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.