Архив - 22 Апр, 2017

22 Апр, 2017

Йышăнăвĕ пур, хваттерĕ çук

Шел те, тăлăхсен, çул çитменнисен прависене кулленхи пурнăçра час-часах пăсаççĕ. Вĕсенне кăна та мар-ха, анчах асăннисем — уйрăм ушкăнра. Вĕсен тĕлĕшпе ку е вăл тытăмра саккун епле шайра пурнăçланнине прокуратура тĕрĕслесех тăрать.

Акă Шупашкарти Мускав район прокуратурине те 1990 çулта çуралнă Н. пулăшу ыйтса пынă. Вăл хула администрацийĕ ун тĕлĕшпе çурт-йĕр правине пăснине пĕлтернĕ.

22 Апр, 2017

Паянхи «амазонкăсем»

Чăваш Енри ШĔМ информаци центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта саккуна пăснă кашни çиччĕмĕш çын — хĕрарăм. Вĕсене — 977 хĕр-хĕрарăма — преступлени çулĕ çине хÿтĕленес тĕллевпе те, ăнсăртран та тăманнине пула, этемлĕхĕн черчен пайĕ теме чĕлхе те çаврăнмасть.

«Эрешлĕ» майра

22 Апр, 2017

Авланмашкăн хатĕр мар

Ольăпа пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ эпир. Пĕр шкултах вĕреннĕ, анчах çывăх хутшăнман. Манран пилĕк çул кĕçĕн вăл. Эпĕ алла аттестат илсен Шупашкара килтĕм. Çуралнă яла сайра çеç çÿрекелерĕм. Çулĕ инçе-çке. Апла пулин те уйăхра пĕрре те пулин çитеттĕмех. Эпĕ виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Оля вуннăмĕш класа çитнĕччĕ. Канмалли кунсенче клуба тухатчĕ. Яла кайсан тăтăш кураттăм ăна. Темиçе хутчен килне ăсатсан чунăмра тем хĕмленнине туйрăм. Çавăнпах Шупашкара таврăнсан та çыхăнăва çухатмарăмăр, çырусем çÿретрĕмĕр.

22 Апр, 2017

Унăн ятне чăваш юрри упрать

Чăваш халăхĕ ĕçченлĕхĕпе çеç мар, çĕр пин юррипе, çĕр пин тĕррипе, çĕр пин сăмахĕпе те паллă. Халăх пултарулăхĕнче чун ăшши, ырă кăмăл, вĕçсĕр-хĕрсĕр тăван çĕршывăмăрăн илемĕпе юрату палăрать. Халăх юррисене итлесен чун-чĕре те уçăлать, вăй-хал кĕрет.

Страницы