ÇĔРТМЕ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Хĕвел, Йĕкĕреш паллинче пулнă май, тем те пĕлес килекен туйăма тата сисĕмлĕхе вăйлатма пулăшать. Çĕртмен уйăх циклĕ Уйăхăн юлашки чĕрĕкĕнчен пуçланать. Ку — вăрах чирсенчен эмел курăкĕсем пулăшнипе сыхланма тата сипленме уйрăмах лайăх тапхăр. Çĕнĕ Уйăх кунĕнче /çĕртмен 5-мĕшĕ/ ÿсен-тăран диетине пăхăнма е апат пачах çимесĕр пурăнма сĕнеççĕ. Малаллахи кунсенче туллин апатланмалла, рационра пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла. Уйăх тулнă /çĕртмен 20-мĕшĕ/ хыççăн вăй-хал чылай тăкакламалли ĕçсене пуçăнмалла. Çак тапхăрта апат нумай çисен те кĕлетке виçи ÿсмĕ.