«Шыва кура пулла тух», - теççĕ халăхра. Кайăк-кĕшĕк йышли вара сунара чĕнет. Сунар пирки сăмах ытахальтен пуçармарăм. Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре сунар сезонĕ уçăлчĕ. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Каçал тăрăхĕнчи сунарçăсем сунара чĕнчĕç те хаваспах килĕшрĕм.