Архив - 24 Мар, 2015

24 Мар, 2015

Эпĕ - çĕнтерÿçĕ салтак мăнукĕ!

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Анчах юлашки вăхăтра телеэкрансене тухакан юнлă, каварлă ÿкерчĕксене курсан уяв умĕнхи хавхалануллă кăмăл-туйăм та пусăрăнать.

24 Мар, 2015

Аваллăх управĕ вырăнтах юлтăрччĕ

"Хыпар" хаçатăн февралĕн 27-мĕшĕнче тухнă кăларăмĕнче "Истори пĕлтерĕшлĕ çуртсене сыхласа хăварасчĕ" ятпа тухнă статьяна кăсăкланса вуларăм. Авторĕ Р.Тарасова район историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхласа хăварасси çинчен чунне ыраттарса ахальтен çырманнине туйрăм.

24 Мар, 2015

Вĕрентекенĕн ĕçĕ сăваплă

Вĕрентекенĕн ĕçĕ мĕн ĕлĕкренех хисеплĕ пулнă. Çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва вĕрентсе тĕрĕс çул çине кăларасси ĕçри яваплăха туйма хистет. Чунне, пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ачасенчен ырă çын тăвас тесе тăрăшакан вĕрентекен сахал мар.

Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Кузьмич Тимушкин пире 1964 çултан пуçласа Шăхальти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине икĕ çул вĕрентрĕ. Хытă сасăпа калаçмастчĕ, анчах çирĕп ыйтатчĕ. Пысăк хавхаланупа кĕтеттĕмĕр вăл ирттерекен уроксене. Вырăс классикĕсен хайлавĕсене тарăннăн тишкерме вĕрентрĕ.

24 Мар, 2015

Елен НАРПИ: «Пурнăç тĕллевĕ - чунăма çăласси»

Елен Нарпи /Елена Петровна Чекушкина/ пултарулăхне чăваш вулаканĕ лайăх пĕлет. Унăн прозăри ăсталăхĕ студент çулĕсенчех палăрма тытăннă. Малтанхи хайлавĕ - "Сетреслу ĕмĕрĕ" фэнтези - "Тăван Атăл" журналăн 1989 çулхи 1-мĕш номерĕнче пичетленнĕ.

Страницы