Вĕрентекенĕн ĕçĕ сăваплă
Вĕрентекенĕн ĕçĕ мĕн ĕлĕкренех хисеплĕ пулнă. Çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва вĕрентсе тĕрĕс çул çине кăларасси ĕçри яваплăха туйма хистет. Чунне, пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ачасенчен ырă çын тăвас тесе тăрăшакан вĕрентекен сахал мар.
Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Кузьмич Тимушкин пире 1964 çултан пуçласа Шăхальти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине икĕ çул вĕрентрĕ. Хытă сасăпа калаçмастчĕ, анчах çирĕп ыйтатчĕ. Пысăк хавхаланупа кĕтеттĕмĕр вăл ирттерекен уроксене. Вырăс классикĕсен хайлавĕсене тарăннăн тишкерме вĕрентрĕ.
Михаил Кузьмич Кĕтне тăрăхĕнче 1938 çулта çуралнă. Тикашра 7 класс вĕренсе пĕтерсен вăтам шкула кÿршĕ ялти Шăхале çÿренĕ. Хăй каланă тăрăх - геолог пулас килнĕ унăн питĕ - Хусанти университетăн геологи факультетне балл çитейменнипе кĕреймен. Вара комсомол путевкипе Донбаса ĕçлеме тухса каять. Краснодон хулинче çулталăка яхăн шахтăра ĕçлесен ашшĕ йывăр чирленĕрен яла таврăнать. Çав çулах ăна çара илеççĕ. Икĕ çул Сахалин утравĕ çинче çĕршыва хÿтĕлет. Тăван тăрăха таврăнсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать.
Вĕрентÿ ĕçĕнче 37 çул вăй хунăскер истори предмечĕпе те пĕлÿ панă ачасене, шкул директорĕн ĕçне те пурнăçланă. Мăшăрĕ - Галина Петровна та - шкулта ĕçленĕ. Хими, биологи предмечĕсен пĕлĕвне алла илнĕ. Вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Алина - фармацевт. Валентина коопераци институтне пĕтернĕ. Владимир - хирург, Вăрмар район больницинче вăй хурать.
Пушă вăхăтра поэзипе интересленетчĕ Михаил Кузьмич. Ачаранах сăвăсем çырма юратнăскер 2004 çулта "Ытарайми тăван тавралăх" сăвăсен пуххи те кăларчĕ. Районти паллă журналист Анатолий Хованский хăйĕн "Тăван ялăм - Хĕрлĕçыр" кĕнекине М.Тимушкинăн "Теветей" ятлă сăввипе пуçланă.
Пирĕн хушăра халĕ Михаил Кузьмич çук ĕнтĕ. Эпир, шкул сакки çинчен тăнăранпа 50 çул иртрĕ пулин те, юратнă вĕрентекене манмастпăр. Унăн çутă сăнарĕ пире ăшăтса тăрать.
Маргарита ПРОКОПЬЕВА.
Вăрмар поселокĕ
Комментировать