Пĕрисем ят-сумлă, теприсем...
РФ Спорт министерстви регионсен спортăн тĕп тĕсĕсене çирĕплетнĕ. Ведомство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре аталантараканнисен йышне тепĕр виçĕ ене кĕртнĕ - триатлон, самбо, фристайл. Çапла вара пирĕн республикăра спортăн 12 тĕп тĕсĕ шутланать: велоспорт-маунтинбайк, çăмăл атлетика, спорт кĕрешĕвĕ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, биатлон, хăлха илтменнисен тата сусăррисен спорчĕ. Çакă ыттисене аталантарманнине пĕлтермест паллах. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче спортăн 50 федерацине регистрациленĕ, вĕсен йышĕ ÿссех пырать.