Комментировать

6 Мая, 2014

Çуркуннепе Ĕç уявĕ

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятисене хутшăнчĕ.

Чăваш Ен ĕç çыннисен уяв колоннине республика Пуçлăхĕпе пĕрле Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ертсе пычĕç.

Хулан тĕп урамĕсемпе проспекчĕсем тăрăх ĕç коллективĕсен, вĕренÿ заведенийĕсен, организацисен представителĕсемпе пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, профсоюзсемпе политика партийĕсен представителĕсем утрĕç. Çу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă мероприятисене пĕтĕмпе 23 пине яхăн çын - Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнисем - хутшăнчĕç.

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре митинга хутшăнакансен умĕнче тухса калаçнă май Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявĕ тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата политикăна расна хаклакан, тĕрлĕ наци çыннисене пĕр шухăш-ĕмĕтпе - Раççей аталанăвĕпе чечекленĕвĕшĕн - пĕрлештернине палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕтĕм шайри влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ пурнăç пахалăхне ÿстересси пулнине аса илтерчĕ.

"Юлашки çулсенче пысăк ĕç пурнăçланă, çапах шалти резервсемпе вăй-хăват татах пур. Чăваш Енĕн малашнехи ăнăçлă аталанăвĕн тĕп ресурсĕ - çынсем, ĕçлеме пĕлекеннисем тата çитĕнÿ тăваканнисем", - терĕ республика Пуçлăхĕ.

n

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.