Архив - 8 Фев, 2014
Кира Езех - чăваш хĕрĕ
Чăтнă, тÿснĕ, парăнман
Вăрçă шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Етĕрне хулинче пурăнакан Иустина Петровна Рыбакова 94 çулта пулин те çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран Ленинград блокадине те тÿссе ирттернĕ.
Ӳнер тĕнчин кĕперĕ
Музейра - Испани çынни
Ферран Гуэль - Йĕпреç çĕрĕ çине ура ярса пуснă пĕрремĕш испан. Каталонире çуралса ÿснĕ, 35 çула çитсе те çемье çавăрман çул çÿревçĕ пирĕн тăрăха кăмăлланă иккен. Кун пек чухне хăйне юлташ тупăнни лайăх ĕнтĕ, анчах вăл вăрăм çула пĕчченех кĕскетме юратать. Туристăн куçа тыткăнламан ансат кăна çи-пуçне тăхăннăскерĕн çурăмĕ хыçĕнче - пысăк мар кутамкка. Пурте, пурте кăсăклантарать ăна, Раççейре пурăнакан сахал йышлă халăхсен йăли-йĕрки те, тыткаларăшĕ те, юрри-çемми те.
Маттурлăхшăн ял савать
Пин-пин кĕленче - пĕтĕмпех саккунсăр
Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ Ставрополь крайĕнчи Кисловодск хулин 48 çулти арçынни, вăхăтлăха Шупашкарта тĕпленнĕскер, тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Приговор вăя кĕмен-ха, анчах преступлени ÿкерчĕкĕ уçăмлă ĕнтĕ.
Çамрăк та... хăрушă!
Чăваш Енре пулакан кашни пилĕк аварирен пĕри - çамрăк /руль умĕнчи стаж 3 çул таран/ водительсен тÿпи. Транспорт хатĕрĕпе çул çÿрекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çарĕ вара çуллен 20-25 пин çын чухлĕ хушăнса пырать.
Ватăсем улах лараççĕ
«Шоркинсем», сассăра парăр!
Максим Федорович ача чухнех купăспа туслашнă. Ку тарана çитсе унран пачах та уйрăлман. Çитмĕл урлă каçнă ватăшăн купăс юлташран та çывăхрах. Тăсса ярать те ăна вăл...
М.Кочетков Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Купăс калама ашшĕнчен, ку тăрăхри ăста купăсçăран, вĕреннĕ. Шăхач, Турхан шкулĕсенче вĕреннĕ çулсенче арçын ача инструмента алăран яман. Пĕчĕк чухне шкулти уяв каçĕсенче, ÿсерехпе вăйăсенче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме купăс каласа юрлаттарнă, ташлаттарнă.