Ватăсем улах лараççĕ
Пирĕн несĕлсем çулталăкри кирек хăш вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче яшсемпе хĕрсем улах ларнă. Анчах вĕсем вăхăта ташă-юрăпа, вăйă-кулăпа кăна ирттермен, унта ал ĕç тунă. Ламран лама куçса пыракан ырă йăла-йĕрке - улах ларасси упранса юлни питех те вырăнлă.
Пĕрле пуçтарăнсан ĕç ÿсĕмлĕрех тата кичемлĕх те сĕвĕрĕлет теççĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькасси ял тăрăхĕнче пурăнакан хастар кукамай-асаннесем. Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем килти хушма хуçалăхра та сахал мар тăрмашаççĕ-ха. Яланах халăх хушшинче пулма вĕреннĕскерсене çакă çеç тивĕçтермест иккен. "Мăшăрпа пурин çинчен те чуна уçса калаçаймăн, çунатсем тĕрекленнĕ ачасем вара тăван йăваран тахçанах аякка вĕçрĕç. Хĕл кунĕсенче выльăха апатлантарнă хыççăн виççĕмĕш çул ĕнтĕ Тралькассинчи культура çуртне пуçтарăнатпăр. Кунта эпир пĕр-пĕринчен тĕрлĕ эреш пурнăçлама тата çĕнĕ юрăсем вĕренетпĕр", - терĕç вĕсем.
Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала тенĕ ваттисем. Тралькассинчи маттур 11 хĕрарăм вăхăтпа туллин усă курать. Сăмахран, вĕсем ял тăрăхĕнчи фольклор ушкăнне те хаваспах çÿреççĕ, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ. Елена Лаврентьева ертÿçĕ вĕсемпе кăмăллă. Тĕрĕссипе, вĕсем вырăнти влаç пулăшуçисем те иккен. Эпĕ пынă чух вĕсем ал ĕç тунă май хуллен çепĕç юрă шăрантаратчĕç.
Юрă сăмахĕсен тата кĕввин авторĕ - Зинаида Чернова. Ăна ку тăрăхра кăна мар, районта та лайăх пĕлеççĕ. Çулсем иртнĕ май сăвă çырма, юрă-кĕвĕ хывма пуçланă. Сăмах май, иртнĕ çулхи раштавра вăл Ираида Вдовина ячĕпе иртекен "Ай, юрлар-и!" республика конкурсне хутшăнса дипломпа таврăннă. Районти концертсенче те курма пулать ăна, çепĕç сассипе куракансене тыткăнлать. Мăшăрĕпе Николай Андреевичпа пурнăç çулĕпе 52 çул пĕрле. Килĕшÿ-çураçу хуçаланакан çемьере 5 ача кун çути курса пурнăç çулĕ çине тăнă. Ачисем пурте пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупнă, çемьеллĕ. Аслисен тĕслĕхĕ вĕсене те кил вучахне упрама, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма хистет. Черновсем "Юратупа шанчăклăх" ордена та тивĕçнĕ.
Нонна Мемедейкина вара шкулта 40 çул ытла ачасене вĕрентнĕ.
Мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çÿрет, ачисем хулара пурăнаççĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ пушă хваттерте пĕччен кичем пулнине пĕлтерчĕ. Вăл тĕрлеме юратать. Клубра тĕрĕ вăрттăнлăхне ыттисене вĕрентет.
Ыр хĕре каччăсем ĕлĕкех ялтан яман. Зоя Волкова та ялти каччăпа çемье çавăрса ача-пăча ÿстернĕ. Халĕ çак коллективпа савăнса пурăннине пĕлтерчĕ. Унăн аллинчи йĕпсем выляса кăна тăраççĕ, ку хутĕнче вăл эрешлĕ нуски çыхатчĕ. Типтерлĕ те вашаватлăскер юрă-ташăра та ăста иккен.
Светлана Ильина хуçалăхра икĕ ĕне, вăкăр тата пăру усрать. Хуçалăха тытса пыма çăмăлах мар пулин те культурăпа кану çуртне çÿреме те вăхăт тупать. Вĕсем мăшăрĕпе ирхине 4 сехет иртсенех ура çинче.
Çак хĕрарăмсене пĕр çĕре пухăнма Галина Еремеева витĕм кÿнĕ. Вăл культура çуртĕнче 35 çул ытла ĕçленĕ, çав шутра ертÿçĕре те сахал мар вăй хунă. Ял хастарĕсене культура çуртне илĕртес тĕлĕшпе те тăрăшнă. Тивĕçлĕ канура пулин те культура ĕçне тÿрремĕнех хутшăнать, кашни мероприятирех хастарлăхпа палăрать. Шел, мăшăрĕ нумаях пулмасть пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Клубра вара тантăшĕсемпе пĕрле кăмăла ирĕке ярса савăнма пултарать. Ал ăстисене çĕнĕ эрешсене те вĕрентет. "Кунта эпир çыхас ăсталăха туптатпăр. Чăваш юррисене янратма та кăмăллатпăр. Уйрăмах Зинаида Михайловна çырнисене юрлама юрататпăр", - тет.
Юлия МАРЕЕВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ