Çĕршыва хÿтĕлес шутлисем ытларах та ытларах

7 Апр, 2015

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ валли лицензи парасси мĕнле пыни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Сергей Димитриев каласа кăтартнă.

Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне кĕртнĕ тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн 2015 çулхи майăн 1-мĕшĕччен управляющи компанисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăмашкăн лицензи илме тивĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр кооперативĕсем тата потребительсен ятарлă кооперативĕсем валли лицензи кирлĕ мар. Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе 163 управляющи организаци пулăшу ĕçĕсем парать. Вĕсем 5251 çурта тивĕçтереççĕ. Çурт-йĕре тытса тăрас енĕпе ĕçлекен 18 организаци лицензи илмешкĕн саккунпа палăртнă вăхăтра ыйтса çырман. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.