Туртма пăрах - сывлăн çăмăлрах

7 Апр, 2015

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ ертсе пынипе «Федерацин 2013 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврари табак тĕтĕмĕнчен тата ăна туртнин юлашкийĕсенчен сыхласси çинчен» 15-мĕш саккунне пурнăçа кĕртни» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата регион влаçĕн органĕсен представителĕсем, общество палатин членĕсем, çамрăксен юхăмĕн хастарĕсем, паллă спортсменсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем тата яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

Мероприятие уçнă май асăннă комитет председателĕ Петр Краснов шÿтлесе, паллах, Юрий Кислов депутатран: «Юрий Михайлович, туртма ĕлкĕртĕр-и?» - тесе ыйтрĕ.

- Эпĕ çулталăк çурă каяллах туртма пăрахнă, - пулчĕ хурав.

Çапла, Чăваш Республикин Правительствин членĕсенчен, Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен, влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсенче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ йытă çимен апата çăвара хыпмасть.

Тĕп мера - хак политики

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин профилактика медицинин штатра тăман тĕп специалисчĕн Елена Наумовăн доклачĕн тĕп шухăшĕ - федераци саккунне пурнăçласа туса ирттерекен мероприятисем ăнăçлăх кÿни.

Патшалăхăн халăх сывлăхне сыхлас енĕпе тытса пыракан хальхи политикинче табак туртнипе кĕрешесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Медицинăра, демографире, социаллă пурнăçпа экономикăра унпа çыхăннă тÿнтерле пулăмсене чакарас тĕллевпе, пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн Рамочнăй конвенцине тĕпе хурса табак туртнипе кĕрешмешкĕн 2010-2015 çулсенче патшалăх политикине пурнăçламалли концепци туса хатĕрленĕ. 2013 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче федерацин çÿлерех асăннă саккунне йышăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.