Концлагерь нушине те тÿснĕ Картинен
Унăн ячĕ-хушамачĕ хăех кăсăклану çуратать. Адольф Тойвович Картинен - интереслĕ мар-им? Çавна май унпа паллашас шухăш унчченех çуралнăччĕ. ФСИН тытăмĕнче тăрăшакан ĕçтешĕмсенчен ыйтсан ун пирки пурте пĕрешкел калатчĕç: «Адольф Тойвович - юсанмалли учреждени историйĕ, питĕ интереслĕ шăпаллă çын...» Паллашрăм та - чăнах та, ячĕ-шывĕ кăна мар, шăпи те хăйнеевĕрлĕ иккен.
Чăваш хăлхишĕн пачах ют илтĕнекен хушаматлăскер пирĕн республикăна мĕнле лекнĕ-ха? «Капитализмăн йывăр çулĕсенче финсем Раççей чикки урлă пысăк-пысăк ушкăнсемпе каçнă...» - калаçăва пуçларĕ вăтам пÿ-силлĕ, тирпейлĕ тумланнă, кăмăллă сăн-питлĕ арçын. Унăн ашшĕ Ленинград облаçне шăпах çапла майпа лекнĕ, каярахпа унти хĕре качча илнĕ. Шел те, çемьере çуралнă ачасенчен пĕри кăна пурăннă - илемлĕ Свирь юханшывĕн çыранĕ çинчи поселокра 1935 çулта çутă тĕнчене килнĕ Адольф. Чăн та, хăй хăçан çуралнине тата чăн ятне вăл кайран кăна пĕлĕ.
КаОртиненсене /хушаматри «О» саспалли каярахпа тухса ÿкнĕ, ун чухне документсенче çапла йăнăшасси час-часах пулнă/, Адольфăн ашшĕпе аслашшĕне, репресси тамăкне лекнĕскерсене, 1937 çулта персе вĕлернĕ. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех амăшĕ фронта тухса кайнă - вăл медик пулнă. Çапла вара амăшĕпе ывăлĕ вăрахлăха уйрăлнă. Малалла вулас...
Комментировать