Ĕçе лайăх пĕлни пĕлтерĕшлĕ

31 Мар, 2015

Çак кунсенче «Шупашкар керамики» АУО, республикăри чи пысăк предприятисенчен пĕри, хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Агрегат завочĕн культура керменĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятие çын йышлă хутшăнчĕ. Вĕсене юбилей ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

«Эсир тĕрлĕ вăхăта чăтса ирттернĕ: вăй илсе аталаннă тапхăр та, лару-тăру япăхланни те пулнă, мĕншĕн тесен чăн экономика кирек мĕнле коммерци организацийĕн командине те çирĕплĕхпе чăтăмлăх тĕлĕшпе тата эсир мĕн тума, йывăрлăхсене еплерех çĕнтерме пултарнине тĕрĕслет», - терĕ Михаил Васильевич. Вăл кирпĕч çитмен вăхăтсене, çынсем дефицитлă çак тавара туянас тесе черет тăнине аса илчĕ. «Паян «Шупашкар керамики» тата ытти предприяти тăрăшулăхне кура çакнашкал йывăрлăх çук. Завод çĕнелсех-аталансах пырать, кирпĕч пахалăхĕ лайăхланать. Юлашки 2,5 çулта эсир тиесе ăсатнă продукци калăпăшне икĕ хут ытларах ÿстертĕр. Çакă эсир хăвăр ĕçе лайăх пĕлнине тата тума пултарнине, туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине çирĕплетет. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ», - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев хаксем ÿснĕрен кирпĕч туянасси кăшт чакнине каларĕ, çапах ку вăхăтлăх çеç пулнине, сезон пуçлансан лару-тăру ырă еннелле улшăнассине систерчĕ. Кирпĕч тата строительство ытти материалне туянасси пĕлтĕрхи шайрах юлтăр тесе влаç органĕсем кирлĕ мерăсем йышăннине палăртрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.