Çуллен пушарпа кĕрешетпĕр
"Хыпар" ыйтăвĕсене "Сăрçи" заповедник /управлăх/ директорĕ Евгений Витальевич ОСМЕЛКИН хуравлать.
- Шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕнче ачасене чĕрчун тĕнчипе паллаштаракан музей пурччĕ. Вĕсене нумай çул усă пачĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви иртнĕ çул ăна хупма йышăннине "Хыпар" пĕлтернĕччĕ. "Эткер" çуртĕнчех хăварма май килчĕ-и?
- Шел те, экспозици йĕркелÿçисем центр ертÿлĕхĕпе пĕр шухăш патне çитеймерĕç. Экспонатсене сÿтме тиврĕ. Халĕ "Сăрçи" çуртĕнче упранаççĕ. Пире ăнланманшăн никама та ÿпкелеместĕп. Музее хупнисен йышăнăвне истори хак патăр. Ун валли çĕнĕ вырăн тупассишĕн темиçе учреждени ертÿçипе калаçрăм - усси пулмарĕ. Вăрман музейĕнче кĕтес уйăрасса шанатăп.
- Пĕлтĕр управлăхра каллех пушар тухрĕ. Мĕнрен вут хыпрĕ-ши? Малалла вулас...
Комментировать