Саккас килет - кăтарту ÿсет

27 Мар, 2015

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 24-мĕшĕнче В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне тата чăлха-трикотаж фабрикине çитсе курчĕ, рабочисемпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевича вĕсем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Çынсене ытларах пурăнмалли çурт-йĕр илесси, тĕп хулан çĕнĕ микрорайонĕсене инфратытăма хывасси, «Çамрăк çемье» программа епле пурнăçланни, подъезд умĕсемпе картишсене хăçан хăтлăх кĕртсе пĕтересси, ытти кăсăклантарать. Чылайăшне Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа пĕрле хуравларĕ.

Чапаев ячĕллĕ завод 74 çул хушшинче чылай йывăрлăх тÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче панкрута тухас патнех çитнĕ, анчах туслă коллектив ăна хупăнма паман. Юлашки çулсенче вара республикăри ăнăçлă ĕçлекен предприятисен йышне кĕнĕ. 2014 çула пĕрлешÿ лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ, 2575 млн тенкĕлĕх хатĕр продукци ăсатнă. Производство индексĕ 128,9% танлашать. Пĕлтĕр 2348 çын вăй хунă, кăçал январь-февраль уйăхĕсенче йыш 2512 çитнĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи 2014 çулта - 25,1 пин, кăçалхи малтанхи уйăхсенче 27,5 пин тенкĕпе танлашнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.