50 çул - йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх хуралĕнче

25 Мар, 2015

1965 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Хусан хулин конвой хуралĕн 226-мĕш отрячĕн 2-мĕш дивизионĕн никĕсĕ çинче Общество йĕркине сыхлакан министерствăн конвой хуралĕн 912-мĕш уйрăм дивизионне йĕркеленĕ, вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Куславкка хулисенче айăпланнисене сыхлассипе çыхăннă ĕçе пурнăçланă. Çулсем иртнĕ, çак подразделени ячĕ те улшăннă. Шалти çарсен полкĕ те пулнă, паян вăл - уйрăм ятарлă батальон. Шупашкарти 3997-мĕш çар чаçне йĕркеленĕренпе 50 çул çитрĕ. Сумлă юбилее пакунлă çынсем тунтикун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллă турĕç.

Подразделени утса тухнă çул чăннипех мухтавлă. Унăн паянхи тĕп тивĕçĕ - Шупашкар хулин территорийĕнче йĕркелĕхпе общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Анчах республика тулашне те час-часах тухма тивет. Батальон командирĕ Денис Кушнарев пухăннисене саламланă май çар чаçĕн служащийĕсем 1995 çулхи январьтен тытăнса Çурçĕр Кавказ территорийĕнче хĕçпăшаллă хурахсен ушкăнĕсене тĕп тума хутшăннине аса илтерчĕ. Сăртçи Карабахра, Грозный хулинче, Пысăк Чимульгара, Ачхой-Мартанра, Ореховăра, Бамутра, Асиновски станицинче, Гудермесра, Дагестан Республикинче пулнă - пур çĕрте те тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Е тата - 2005 çулта Хусан 1000 çул тултарнине паллă туни, 2007 çулта 8 çĕршыв пуçлăхĕн Тольяттири саммитне ирттерни, Тутарстан тĕп хулинче 2013 çулта Çуллахи универсиадăна йĕркелени тата ыт.те. Кашнинчех йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх хуралне Шупашкарти çар подразделенийĕн служащийĕсем те тăнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.