Чăваш халăхĕн культури пуян, ăна упраса малалла ăнтăлмалла!

25 Мар, 2015

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Улатăрта пулчĕ. Совет Союзĕн Геройĕ П.Макаров ячĕллĕ шкулта ачасене вĕрентессине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

Ку çурта 1937 çулта тунă. Кивелнĕскере иртнĕ çулсенчех çĕнетмелле пулнă. Анчах хыснаран укçа уйăрман пирки вун-вун çул тĕпрен юсайман. «Эпĕ вĕренÿ учрежденийĕсен çурт-йĕрне çĕнетме Раççей Президенчĕн резерв фондĕнчен укçа куçарма ыйтрăм, - пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. - Владимир Путин йышăнăвне пурнăçласа республикăна 18 млн тенкĕ пачĕç. Çав шутран 5,6 млн тенке сирĕн шкула кăçал тĕпрен юсама уйăратпăр. Кунсăр пуçне ЧР хыснинче те кĕмĕл тупатпăр. Вĕренÿ министерствине сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсав ĕçне вĕçлеме хушатăп».

М.Игнатьев регионсен хушшинчи «Çăлкуçсем. Тăван çĕршыва парăнса вăй хуни» иккĕмĕш вĕренÿ форумне хутшăнчĕ. Унта учительсемпе ăсчахсем федерацин чылай субъектĕнчен пуçтарăннă. «Раççей гражданинне çĕршыва кирлĕ пек пăхса çитĕнтересси, чун-чĕрине пуянлатма май туса парасси - патшалăх умĕнче тăракан пысăк тĕллев, - терĕ вăл. - Влаç органĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсем тата ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса вăй хурсан çеç ăна пурнăçлайăпăр. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва ĕçлеттерсе, ламран лама куçакан йăла-йĕркене вĕрентсе ÿстермелле. Чăваш халăхĕн культури пуян, ĕлĕк-авалран куçса пынă пурнăç йĕркине вăл çирĕп тытса пурăнать. Халăхăмăрăн чун-чĕре пуянлăхне килес ăрусем валли упраса хăвармалла». Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.