Чĕрен пĕркеленчĕксем çук...
Арăмĕ упăшкинчен аслăрах пулни мăшăра телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çулсем иртнĕçемĕн кун пек çемьере арçын айккине чупма пуçламасть-и? Мĕншĕн хăйĕнчен 10 çул аслă йĕкĕте качча тухакан пикене никамах та сÿтсе явмасть, çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен пĕр теçетке çул кĕçĕнрех каччăпа «пĕр сукмакпа утма» килĕшни пирки сăмах-юмах тăватех? Кун пек чухне мĕн каласси те - куçкĕрет, халăх «çăварĕ» иккĕшне те «чĕпĕтсе» илетех. «И, çав яш ват хĕре мĕн тесе качча илнĕ, ун валли çĕр çинче çамрăк хĕр юлман-и?» Е тата: «Эй çав хĕрарăм мĕн тесе çулăхнă çамрăк ачана, намăс-симĕсне йăлт çухатнă çав», - тесе питлĕ. Халăх çăварĕ хапха мар, сăлăп ярса хупаймăн çав...
Çапах та арăмĕн упăшкинчен çамрăкрах пулмалла тени - пурнăçăн çирĕпленнĕ йĕрки мар. Чăваш литературинче те çемье пуçĕ кил хуçи хĕрарăмĕнчен кĕçĕнрех пулнине асăнни пур. Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романнех илер-ха. Тĕп сăнарсенчен пĕрне - Çтаппана - хăйĕнчен 5 çул аслă Татьянăна качча илсе панă. Ĕлĕк чăваш ялĕсенче кун пекки тăтăшах пулнă-мĕн. Ытларах чухне тăлăха юлнă çамрăк каччăсене пурнăç тытса пыма тесе хăйсенчен 5-7 çул аслăрах хĕрсемпе пĕрлештернĕ. Кунта пĕр чăнлăха палăртмасăр чун чăтмасть: пурнăç тени, этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ тем пек хирĕçлесен те, хĕрарăм çинчех тытăнса тăрать. Çакна ватă çын та - Красноармейски районĕнчи Кушарта пурăнакан 88 çулти Анна Куприянова та çирĕплетрĕ. «Çемьере арăмĕ маларах вилсен - пурнăç арканать. Малалла вулас...
Комментировать