Хевтесĕр ачасене ыттисемпе пĕрлех вĕрентмелле

24 Мар, 2015

Ачасен пурнăçĕпе, вĕсен аталанăвĕпе тата воспитанийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçе патшалăх тата общество тÿрремĕнех хутшăнма тивĕç. Çак шухăша палăртнинчен пуçланчĕ 2012-2017 çулсенче ачасем валли тумалли ĕçсен наци стратегине пурнăçа кĕртессипе иртнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ. Унта тĕп калаçу пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмĕнче хевтесĕр ачасене инклюзив пĕлĕвĕ парасси тата ача-пăча вилеслĕхĕн медицинăпа социаллă ыйтăвĕсене сахаллатассин çул-йĕрĕ тавра пычĕ.

- Цивилизаци обществин паллисенчен пĕри - сывлăх енчен хевтесĕр çынсене тимлĕх уйăрни. Вĕсем хăйсене обществăра ыттисенчен никамран та кая мар хăтлă туйччăр тесен май килнĕ таран йăлтах тумалла, - палăртрĕ тĕллевсене мĕнле пурнăçланине пайăррăн тишкериччен Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре паян 16,8 пин хевтесĕр ача пурăнать, вĕсенчен 4822-шĕ - инвалид. Çакăн пысăкăш йыш - обществăран уйрăлмасăр пахалăхлă пĕлÿ, воспитани илтĕр тесен патшалăх органĕсен тивĕçлĕ условисем йĕркелемелле.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен министрĕ Владимир Иванов хăй ертсе пыракан ведомство çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе ĕçленине тишкерчĕ. Республикăра ятарлă /коррекци/ вĕренÿ учрежднийĕсем -15. Вĕсенче тĕрлĕ ача - япăх куракансем, начар илтекенсем, калаçу енчен чăрмав пуррисем, ăс-тăн аталанăвĕ пăсăлнисем, ыттисем. Министр палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче республикăри ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх енчен хавшакрах вĕренекенсем валли те условисем тăваççĕ. "Пуриншĕн те уçă хутлăх" пĕрремĕш çул кăна мар ĕçлет. Юлашки виçĕ çулта çеç ун валли 200 млн яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.