Халăхран пухакан сĕт хакне ÿстерсен ял çыннисем республикăна сĕт айне тума шантараççĕ

24 Мар, 2015

Михаил Игнатьев иртнĕ кĕçнерникун Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи, Канаш хулинчи вăрçă тата тыл ветеранĕсен пĕр ушкăнне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕпе наградăларĕ. Шăмăршă район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕ. Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пахаларĕ. «Чăваш Ен хыснин тупăшсен пайĕнче укçа кăçал пĕлтĕрхинчен 3,35 млрд тенкĕ сахалрах пухăнĕ, - терĕ. - Сăлтавĕ çĕршыври кризиспа çыхăннă. Пурин те пиçиххине туртарах çыхма, производство калăпăшне ÿстерме, ÿсĕм çулне шырама тивет. Налук куçарман, ĕç укçине «конвертпа» тÿлекен тытăмсене тăрă шыв çине кăларассишĕн право йĕркине сыхлакан органсен лайăхрах ĕçлемелле. Хăйсен тивĕçне пурнăçлани бизнеса «карланкăран пăвнине» пĕлтермест. Вĕсене хĕстерме никам та тĕллев лартман».

ЧР Министрсен Кабинечĕ республика экономикине çирĕппĕн аталантармалли тата социаллă пурнăç тăнăçлăхне тивĕçтермелли план çирĕплетни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Шăмăршăсем ăна район шайĕнче хатĕрленĕ. «Вăл Раççей Правительстви ыйтнă карта ларать, - пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ килсех тăрать, ăна район-хулана куçаратпăр. Патшалăхпа муниципалитет тĕллевĕ - çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвасси».

Районти ялсене хăтлăлатма кăçал ЧР хыснинчен 45 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Ăна ăçта ярĕç? Пăчăрлă Пашьелти, Палтиелти, Вырăс Чукалти, Виçпÿрт Шăмăршăри урамсенчи çулсене юсĕç. Çав укçасăр пуçне Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево автоçулăн тепĕр сыпăкне юсама 25 млн тенкĕ куçарĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.