Виçĕ кас, виçĕ çырма, виçĕ пĕве...

20 Мар, 2015

Е мĕнле вăрттăнлăх упранать Анаткасра?

- Итле-ха, эсĕ Трак тăрăхĕнчен вĕт, сирĕн районти Анаткас 1927 çулччен "Турикас" ятпа çÿренĕ. Мĕне пула çавнашкал "кардинальнăй" улшăну? Пĕр-пĕрне хирĕçлекен ятсем вĕт-ха. Интересленсе пăх-ха, журналист тĕпчевĕ те ирттерме пулать,- сĕнчĕ çак кунсенче пĕр тĕпчевçĕ. Чăн та, хама та çав тери кăсăк пулса кайрĕ. "Журналист тесе çăкăр çиетĕп-тĕк - çула тухмаллах", - тĕвтурăм эпĕ.

Анаткас Красноармейскипе Элĕк районĕсем чикĕленнĕ айлăм вырăнта вырнаçнă. Тĕрлĕ йывăç ытамĕнче пулнăран вăл аякран питĕ илемлĕн курăнать. Пуш уйăхĕн хĕвелĕн питтинче тĕл-тĕл сăрт çамкисем хуралнă та ĕнтĕ. Леререхре, ав, Сурăм вăрманĕ сарăлса выртать. Тарăн çырмасемлĕ ял чылай вăрттăнлăха упранăн туйăнать... Ĕлĕкхине кам лайăх чухлать? Паллах, ялти ватăсем! Чи асли Николай Волков пулчĕ. 81 çулта! Унăн мăшăрĕ Раиса Егоровна та 8 теçетке çула хыçа хăварнă. Хисеплĕ мăшăр 56 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнать, таврари халăхшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

- Çын çамрăк чухне историпе интересленмест. Çул кайнăçемĕн темпе те кăсăкланма пуçлатăн. Хăшпĕр япаласем пирки питĕ ыйтса пĕлес килет те халĕ... - Çапла пуçларĕ калаçăва Николай Иванович эпĕ мĕн ĕçпе çÿренине пĕлсен. - Çитменнине, маларах эпĕ ялта мар, Сурăм вăрманĕнче, лесничество çурчĕсенче пурăннă. Анаткаса, атте килне тивĕçлĕ канăва тухсан çеç куçса килнĕ. Эпир ача чухне яла эсир каланă пек "Турикас" мар, "Тÿрекасси" тетчĕç. Халĕ вара никам та ун пек асăнмасть. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.