Пĕчĕк шалу аталанма пулăшмасть
Паллă сăлтавсене пула çĕршыв экономикинче йывăрлăхсем сиксе тухнăран Чăваш Республикин бюджет çухатăвĕ кăçал 3,3 млрд тенкĕ ытла пулать - влаçсем çак прогноза тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çавна май çухатăва саплаштармашкăн мĕнпур резервпа усă курмалли - куçкĕрет. Акă, мĕншĕн ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене тивĕçлĕ шалу тÿлесе хыснана шайлашуллă налук хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ведомствăсен республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин парас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Пурнăç перекетлеме хистет
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет чакнине кура перекетлĕх çулĕ çине тăрассине пытармарĕ. Чылай проекта пурнăçласси каяраха куçать. Чăн та, çакă ачасен вĕренÿ учрежденийĕсене пырса тивмĕ. Çав вăхăтрах вĕçĕмсĕр чакарма-пĕчĕклетме те çук. Эппин, районсемпе хуласен хăйсен шалти ресурсĕсемпе туллинрех усă курма тивĕ. «Хыснана налуксемпе пуянлатма пултаракан çĕнĕ производствăсем, лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем кирлĕ. Паян çамрăк çынсене 10-15 пин тенкĕпе танлашакан ĕç укçипе илĕртеймĕн. Хуласенче кăна мар, ялсенче те çĕнĕ производствăсем йĕркелеме тăрăшмалла. Паян ялхуçалăх продукцийĕн хакĕсем аван - çакăнпа усă курмалла», - терĕ Михаил Васильевич.
Ĕç укçи тÿлессипе парăмлă организацисем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнасшăн. Шалу тÿленĕ чух «вăрттăн схемăсемпе» усă куракансене те пуçран шăлмĕç: «Çапла хăтланса налук тÿлессинчен пăрăннă май вĕсен таварĕн хăйхаклăхĕ пĕчĕкрех пулать, çавăнпа унашкаллисемшĕн бизнеса тÿрĕ кăмăлпа тытса пыракансемпе тупăшма чылай ансатрах», - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Умлăн-хыçлăн виçĕ налук тапхăрĕнче тăкак кăна кăтартакан организацисемпе пайăррăн кăсăкланма сĕнчĕ: «Çав фирмăсене нимĕн те тÿлес мар тесе туса хунă!» Малалла вулас...
Комментировать