«Рассвет» халăхĕ кăвак çутăллах ура çинче
Редакцие çыру килчĕ. Ăна улăштармасăр пичетлетпĕр:
«Район, республика шайĕнче малта пынă хуçалăх çурăк валашка умĕнче тăрса юлчĕ. Сăмах - Комсомольски районĕнчи «Заря» ЯХПК çинчен. Вăл 20 çул каялла саланчĕ. Председатель пуканне кăмăллакансем 3 хуçалăх туса хучĕç: «Заря», «Пайгас» тата «Рассвет».
«Пайгас» ЯХПК тилхепине малтан тĕп инженерта ĕçленĕ Владимир Митрофанович Перьев тытрĕ, «Рассвета» тĕп агроном пулнă Михаил Романович Афанасьев ертсе пычĕ, «Заря» пуçне Николай Васильевич Прокопьев тăчĕ.
Вĕсенчен халĕ «Рассвет» анчах малалла талпăнать, анчах унăн та малашлăхĕ çук пек туйăнать, çамрăксем ялта юлманпа пĕрех. Пурте «вăрăм» укçана ытараймасăр Мускава е урăх хулана тухса каяççĕ. Саланура хуçалăхсене ертсе пынă ертÿçĕсен те айăпĕ пур. Хăй вăхăтĕнче нумайăшне айккине кайса ĕçленĕшĕн «саламлă çыру» ярса ĕçрен кăларчĕç.
«Пайгас» малтан аванах ĕçлерĕ. Сĕт сăвассипе те, тĕштырă, аш-какай туса илессипе те кайра пымарĕ, ĕçĕсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрахчĕ. Майĕпен ура çине тăчĕ, ĕне выльăх, сысна ĕрчетрĕ, çăнăх авăртакан арман туянни те нумай пулăшрĕ. Анчах Владимир Митрофановича тем çитмерĕ: хăйĕн вырăнне шăллĕне хăварчĕ.
«Паян «Пайгаса» Валерий Иванович Фадеев ертсе пыркалать. Ĕçлет тесе калас та килмест. Ялан Шупашкарта. Ялта - канмалли кунсенче анчах. Тĕп хулари пĕр строительство фирмин директорĕ теççĕ.
«Заря» та, «Пайгас» та районта сĕт сăвассипе юлашки вырăнсенче. Тĕштырă, аш-какай, çĕрулми туса илессипе, ĕç укçи тÿлессипе япăх. Укçа хуçасен умне йывăр ыйту кăларса тăратать.
Маларах председательте ĕçленисем пурте сывах, ăшă пуканлă, ăна вĕçертме шухăшламаççĕ. Вĕсене манăн хаçат урлă ыйту парас килет: чунĕсем ыратмаççĕ-ши республика шайĕнчи хуçалăха хăй вăхăтĕнче аркатнăшăн? Хăшĕ хатĕр «Заряна» кĕнĕ ялсене пĕрлештерме?
Сергей Михайлович ИВАНОВ».
Район администрацийĕн тĕп агрономĕпе Шамиль Зейнутдиновпа çырура асăннă виçĕ хуçалăха та çитрĕмĕр, вĕсенчи лару-тăрупа паллашрăмăр. Çыру авторĕпе тĕл пуласшăнччĕ. Ку таврара унашкал ятлă çын çук терĕç. «Çыраканни пенсионер пулас, лайăх вăхăтсене аса илсен чунĕ хытах ыратать ĕнтĕ», - терĕç хăйсем те иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсене таврăнса.
- Тĕрĕсех çырнă, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев. - «Рассветăн» малашлăхĕ çук пек туйăнать» тенипе çеç килĕшместĕп. Эпĕ вăл хуçалăха 1997 çултан пуçласа район администрацине куçичченех /кунта 3 çул çеç ĕçлетĕп-ха/, ертсе пытăм. Çав хушăра Тукай халăхĕн шухăш-кăмăлне лайăх пĕлсе çитрĕм. «Рассветăн» малашлăхĕ пур. Район усă куракан кашни çĕр гектар пуçне вăтамран 23 пин тенкĕлĕх продукци туса илет, Тукайсем - 55 пин тенкĕлĕх. «Çĕрулмине мухтав», «Овощи» хуçалăхсем çеç унран иртрĕç.
Тĕрĕсех, «Заря» колхозран «Пайгас» - 1994, «Рассвет» 1997 çулта уйрăлчĕç. «Заря» 12 млн тенкĕлĕх пурлăхпа юлчĕ, анчах нимĕн те тумарĕ. Председательсем пĕрин хыççăн тепри улшăнчĕç. Çав вăхăтра «Рассвет» пурлăхĕ 3 млн тенкĕлĕх çеçчĕ. Эпир пур енлĕн аталанма тĕллев лартрăмăр, сăмаха тытрăмăр. Паян ЯХПК пурлăхĕ 49 млн тенкĕпе танлашать. Тар тăкмасăр пулман вăл. Тукайсем ĕçшĕн кар тăраççĕ, кăвак çутăллах ура çинче. 3700 тонна вырнаçмалăх управ пур. Хĕлĕпех çĕрулми сутаççĕ. Халăх паян та ĕçсĕр лармасть. Малалла вулас...
Комментировать