Николай Будаков: «Сывă пулăр, тус-се-е-м-м!..»

11 Мар, 2015

Балтика тăрăхĕнчи пĕрремĕш фронтăн 332-мĕш штурмлакан авиаци дивизийĕн 593-мĕш полкĕн летчикĕсене Николай Будаковпа Александр Ефименкăна сума суса Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕнче тимĕр конструкци çине «МИГ-17» самолет вырнаçтарнă. Будаков унпа, 1970 çулсенче заводран тухнăскерпе, вĕçме пултарайман. Кунтах - Совет Союзĕн Геройĕн Константин Антоновăн тата Иван Смирнов легендарлă пулеметчикăн бюсчĕсем.

«Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асра тытса пурăнма тунă мемориала Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултариччен юсатпăр, - терĕ Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова. - Çĕнĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕсенчи палăксене те çĕнететпĕр. Ку ĕçе пурнăçлама укçа вырăнти предприятисем уйăрасса шанатăп».

Антонов, Смирнов, Будаков, Ефименко мĕнле паттăрлăх кăтартнă-ха? Антонов 1922 çулта Луцки ялĕнче çуралнă, вырăс. 1942 çулхи июльтенпе хаяр çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Днепр юханшывĕ урлă чи малтан каçса лаптăк тытса тăнă ушкăнра пулнă. 1944 çулхи февральте ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Тепĕр уйăхран Одесса хули патне талпăнакан пирĕн чаçсене пÿлнĕ фашистсемпе çапăçса Козацкое ялĕ патĕнче пуç хунă.

Смирнов 1918 çулта Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă, чăваш. Вăрçăччен Патăрьелти педучилищĕрен вĕренсе тухнă, тăван ялĕнче ачасене вĕрентнĕ. Ленинград фронтĕнчи пĕр çапăçура хăй çеç 50 ытла нимĕçе тĕп тунă. Вăл ертсе пынă пулеметчиксен роти 1942 çулхи февральте фашистсем тытса тăнă тÿпеме туртса илнĕ. Фрицсем пирĕннисене сирсе ывăтассишĕн темиçе хутчен тапăннă - хĕрлĕ армеецсем каялла чакман. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.