Биологи меслечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

6 Мар, 2015

Çĕр чăмăрĕ çинчи тăпра XIX ĕмĕр çурричченех ÿсен-тăран çĕрĕкĕпе, выльăх каяшĕпе пулăхланнă. Паллах, вăл вăхăтра ăслăлăх вăрах аталаннă, тырпул начар çитĕннĕ. Халăх йышĕ вара çулсерен хушăннă.

1840 çулта нимĕç химикĕ Ю. Либих ÿсен-тăрана минералпа апатлантармалли теорие шухăшласа кăларнă. Виçĕ çултанах Европăра пĕрчĕллĕ удобренипе анлă усă курма тытăннă. Англире суперфосфат заводне пуçласа хута янă.

150 çул хушшинче ялхуçалăх культурин «апачĕн» тĕсĕпе калăпăшĕ хушăнса пынă. Тырпул тухăçĕ хăшпĕр çĕршывра гектар пуçне 60-80 центнера çитнĕ. Анчах вăл темĕн чухлĕ минерал хывсан та хăйĕн чиккинчен иртеймен. Çакă этем сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă /сăмахран, шыçăпа чирлисен йышĕ ÿснĕ/. Апат-çимĕç пахалăхĕ чакнă.

Çĕр айĕнчи пурлăх та виçесĕр мар. Удобрени тăпри те хăçан та пулин пĕтет. Çĕрĕçне улшăну кĕртме вăхăт çитнĕ. Ресурс перекетлекен технологисемпе, органикăпа, сидератсемпе пуянлатнă уйлă пусăçаврăнăшĕпе тухăçлă усă курмалла, тăпра тытăмне, пулăхне лайăхлатакан культурăсем акмалла, шăрăха-типпе тÿсĕмлĕ, чир-чĕре парăнман сортсемпе ĕçлемелле. Тырпул çитĕнтермелли технологие çутçанталăк саккунĕсене тата ăслăлăх çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса агрохимирен агробиологие куçармалла. Çĕрпе тирпейлĕ хуçаланма вĕренмелле, экологи енчен таса çимĕç çитĕнтерме тытăнмалла. Шăпах çакă биологи меслечĕ, урăхла каласан, биологизаци пулать. Унăн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха? Мĕншĕн çĕнĕ меслетшĕн çине тăмалла? Тĕп сăлтавĕ сывлăхпа çыхăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.