«Аташса кайнă çын» таврăнчĕ
Тĕлĕнмелле ял вăл Виçпÿрт Шăмăршă. Урăх ниçта та мар, çак ялта СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх писателĕ, культура министрĕ, республикипех паллă журналист, пурте хисеплекен сăвăçсем çуралнă. Те çĕрĕ çав тери пулăхлă, те сывлăшĕ ытла та асамлă, те шывĕ питех те сиплĕ - çакна татса калаймастăп.
Çапах та чăваш халăхĕ умĕнче ырă ятпа чăн малтан палăрни кам-ши? Кун пирки ĕмĕрĕпех район хаçатĕнче ĕçленĕ Николай Падиаров журналист хĕрĕх çул каяллах çапла каланăччĕ: «Манăн çывăх тăван - Петр Александрович Падиаров 1912 çултах Хусанти типографире поэма пичетлесе кăларнă».
Ун чухне Николай Осипович поэма ятне калаймарĕ. Ăна вуламан та иккен вăл, тĕрĕссипе - куçпа та курман. Поэмăпа унăн авторĕ çинчен темиçе çул иртсен Анатолий Ухтияров таврапĕлÿçĕ архивсенче хаклă документсем шыраса тупнă. Петр Падиаров 1912 çулта Хусанти тĕп типографире «Аташса кайнă çын» поэмăна уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă иккен. Кĕнеки хулăн мар, 16 страницăран тăрать. Малалла вулас...
Комментировать