Инçет вĕрентÿ - карантин вăхăтĕнче

17 Фев, 2015

Республикăра грипп тата ОРВИ чирĕсем анлă сарăлнăран хăшпĕр шкул карантина хупăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Хальхи вăхăтра тĕп хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 17 организаци вĕренÿ занятийĕсене вăхăтлăх чарнă, чир-чĕр тамаличчен 5 пин ытла ача килте ларĕ.

Карантин чылай чухне сахалтан эрнене тăсăлать, çавна май шкул ачисем вĕренÿ программинчен юласран пăшăрханни куçкĕрет. Шупашкар хула администрацийĕ лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе шкулсене май пур таран интернет-çыхăнупа усă курма сĕнет.

- Хулари пур шкула та "Сетевой город" программăна явăçтарнă. Çавăнпа интернет ресурсĕпе усă курса ачасемпе инçет çыхăну тытма май пур. Чылай шкул çакнашкал мелпе ĕçлет те, - килти условисенче ачасем вĕренĕве мĕнле тăсни çинчен ăнлантарать Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров.

Инçет вĕрентĕвĕн мелĕсене карантин вăхăтĕнче мĕнле хута янипе республикăри паллă шкулсенчен пĕринче - 5-мĕш гимназире - паллашрăмăр. Коридорта - шăп. Хутран-ситрен пĕр-пĕр учитель е техслужащи утса иртнине кăна асăрхатăн. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.