Çăлкуçсем хуплансан Кĕтне типет
«Хыпарта» педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Тăвай районĕнчи Тенеяльте /Кĕтне хĕрринче/ çуралнă Роза Петрова-Ахтимирова çав юханшыв çинчен çырнă статйине кăсăкланса вуларăм. Тавах ăна хăйĕн шухăшне пĕлтернĕшĕн. Хам Кĕтне хĕрринчи ялта пурăннăран темăна аталантарас килет.
1970 çулсенчипе танлаштарсан тăван тавралăх улшăннине асăрхатăп. Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнчен вăрман пуçланать те - Çĕнĕ Александровка, Киров, Дубовка, Асанкасси, Хирти Выçли, Йĕпреç районĕнчи Буинск урлă Улатăр патнелле - хĕвеланăç еннелле тăсăлать. Иртнĕ ĕмĕрте ял-йыш унти сĕм вăрмантан пирĕн пата пыракан пăшисене, хир сыснисене, ытти чĕрчуна час-часах курнă. Юлашки çулсенче сайра тĕл пулаççĕ.
Чĕрĕп, шăши, тилĕ лайăхрах ĕрчет. Чăваш Енпе Тутарстан чиккинчен сăрă чарлан килсе вĕт пулăпа, шапапа апатланать. Курак, ула курак сахалланчĕç. Чакаксем выльăх пусасса кĕтсех тăраççĕ. Малалла вулас...
Комментировать