Ют ачасем пулмаççĕ, е «Хăрушлăхсăр электричество»: малаллине кĕтĕр

13 Фев, 2015

Çил хĕрача аллинчи тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсене туртса илет те вĕсем вĕçсе кайнă май трансформатор подстанцийĕн провочĕсенчен çакланаççĕ. Хĕр пĕрчи макăрманни кăна. Юлташĕ ăна пулăшма васкать. «Самантрах илсе анса паратăп!» - тет арçын ача. Хĕрача аслисене чĕнме сĕннине те хăлхана чикмест: «Эп хамах!» Проводсем патне хăпарать...

Çакă мĕнпе çаврăнса тухма пултарассине чухлама йывăр мар. Телее, ку - видеоролик сюжечĕ кăна, арçын ачашăн ĕç-пуç йĕркеллĕ вĕçленет. Вăл электропровод патне çитеймест - ырă кукка, паллă боксер Николай Валуев, харсăрскере çÿлтен антарать. «Ют ачасем пулмаççĕ!» - тет асăрхаттарса Николай.

Чăнах та, «Россети» АУО ачасене кăтартма хатĕрленĕ ролик - ăса вĕрентекенскер. Анчах вăл та - энергокомпани электросеть объекчĕсенче ют çынсем, çав шутра ачасем суранланасран сыхланма хатĕрленĕ комплекслă программăри ĕçсен пĕчĕк пайĕ кăна. Çак программăна пурнăçласа энергетиксем пĕтĕм çĕршывĕпе ачасен электротравматизмĕн профилактикин анлă ĕçне пуçарнă. Çав шутра - Чăваш Енре те. Кунта хайхи «ырă кукка» тивĕçĕсене «Атăл çинчи МРСК» АУОн /«Россети» АУО компанийĕсен ушкăнне кĕрет/ филиалĕн - «Чăвашэнергон» представителĕсем пурнăçлаççĕ. «Чăвашэнерго» балансĕнчи сывлăшри электролинисен тăршшĕ кăна - 20,6 пин км ытла. Тата - 35 кВ е ытларах хăватлă çĕр ытла подстанци, пин-пин трансформатор подстанцийĕ. Юлашки çулсенче республикăра компани объекчĕсенче ток çапнипе çынсем аманнă е вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Çапах энергетиксем çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме тăрăшнине ăнланмалла. Малалла вулас...

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.