Шадриха пепкине качча париччен пурăнмаллах
Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕпе Николай Карачарсковпа унăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн тĕлпулсан чăтаймарăм - çапла ыйтрăм, «Ытла та правур, лара-тăра пĕлместĕр, хăвăр çак çула çитнине туятăр-и?» «Курава хатĕрленнĕ май канлĕхе çухатрăм, картинăсене вырăнтан вырăна куçарса çÿреме тивет, çакă канăçсăрлантарать, ытти енĕпе - йĕркеллех, чун яланах çамрăк вăл», - пулчĕ хурав.
Ӳнерçĕн чун çамрăклăхĕн, ăс-хакăлĕн пуянлăхĕн, кăмăл тараватлăхĕн вăрттăнлăхне нихăçан та, никамран та пытарман, вăл - тăван çĕр. Художникшĕн чи пĕлтерĕшли - ял çынни, тăван çĕр. Уншăн вĕсем - пурнăç çăлкуçĕ, хавхалану. Ачалăхри астăвăм - чи çивĕччи. Кирек ăçта пурăнсан та, кирек мĕнле пĕлÿллĕ пулсан та çав туйăмсен тыткăнĕнчен хăтăлаймастăн. Малалла вулас...
Комментировать