Спорт мастерĕсен шкулĕ

28 Янв, 2015

Нăрваш Шăхаль - спорт енĕпе чи кăтартулли

Пирĕн çĕршывра «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене чĕртсе тăратас ыйтăва пуçарнине эпĕ питĕ ырласа йышăнтăм.

Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ÿснĕскерсем, хамăртан аслăрах яшсемпе хĕрсен кăкăрĕ çинче ГТОн ятарлă паллисене курсан вĕсене ăмсанса пăхаттăмăр. Яштака кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ çан-çурăмлă, хаваслă сăн-питлĕ çамрăксем паттăр пек туйăнатчĕç пире. Анчах Совет Союзĕ арканнă хыççăн эпир чунпа çеç мар, сывлăхпа та хавшама тытăнтăмăр, çĕршывра ĕç халăхĕ çирĕп те вăй-халлă, ĕçре кăтартуллă пулччăр тесе тăрăшма пăрахрĕç. Унчченхи вăхăтра ГТО паллине тивĕçнĕ е спорт разрядне пурнăçланă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа институтсемпе техникумсене конкурссăр илнĕ, ĕçе вырнаçакан çамрăкран спортпа туслă пулнипе кăсăкланнă. Çав вăхăтра ĕç коллективĕнче спортсменсем пулни питĕ пысăк чысраччĕ: тĕрлĕ ăмăртура палăракансене яланах хавхалантарнă. Паянхи кун çынсене спорта явăçтарма çăмăлах мар. Вĕсен шухăшĕпе - вăхăта усăсăр ирттерни кăна ку. Сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине манчĕç. Эпир вара çамрăк чухне аслисенчен тĕслĕх илеттĕмĕр, вĕсем пек пулма тăрăшаттăмăр. Спортпа туслă çын йывăрлăха çĕнтерме, ĕмĕт патне ăнтăлма пулăшнине ачаран ăша хывса çитĕнтернĕ пире. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.