Александр БЛИНОВ: Чĕлхе вăл - пуянлăх

16 Янв, 2015

Александр Васильевич Блинов 1969 çулта çĕртмен 11-мĕшĕнче Красноармейски салинче çуралнă. Мускаври ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ашшĕне çакăнта ĕçлеме янă. Ашшĕпе амăшĕ Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă­скерсем. Саша пĕчĕк чухнех çемйи хулана куçса килнĕ, вăл 10 класс пĕтериччен Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă. 1986 çулта Шупашкарти педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне француз тата нимĕç чĕлхисене вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн ăна çар службине илнĕ. Икĕ çултан каччă хăй вĕреннĕ факультетах таврăннă, анчах кунта нумай улшăну пулса иртнĕ иккен - вĕрентÿ тытăмĕ урăхланнипе унăн хальхинче французла кăна вĕренме тивнĕ. Хушма специальность вырăнне вара "шкул психологийĕ" текеннине илме лекнĕ. "Эпĕ хам психолог пулса ĕçлемен, анчах та ют чĕлхесене вĕрентнĕ чухне психологи питĕ кирлĕ япала", - тет Александр.

Эсперанто чĕлхипе шкул çулĕсенчех кăсăкланма пуçланă. Ку ĕç çапла пулса тухнă. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Саша пуçтахрах ачасемпе туслашса кайнă та шкулта япăх паллăсем илме пуçланă, чĕрĕкшĕн ултă "виççĕ" тухсан шухăша путнă вăл. Вĕренни кирлех пулнине ăнланнă. Вара кăсăкланса кайсах юлташĕпе пĕрле пĕтĕм тĕрĕк халăхĕ валли пĕр чĕлхе тума тĕв тытнă. Тĕрлĕ издательствăран словарьсем çырăнса илнĕ, азербайджан, якут, кăркăс, пушкăрт тата ытти чĕлхепе. Юлташĕн кăштахран çак ĕмĕчĕ сĕвĕрĕлнĕ, Саша вара малаллах ĕçленĕ. Эсперанто пирки малтан илтмен те тет. Кайран вара пĕр кĕнекере вуласа пĕлнĕ хыççăн çак идея унăн пуçне йăлтах çавăрса илнĕ. Малтан унăн истори факультетне вĕренме кĕрес шухăш пулнă, кайран, чĕлхесемпе кăсăкланма пуçланине кура, вĕрентекенĕ çине тăрсах ют чĕлхесен факультетне кайма хистенĕ.

- Ялтан хулана куçса килсессĕн мана ача садне ăсатнине анне çапла аса илет, "Ирхине чиперех хăвартăм сана. Пач та макăрмарăн. Каçхине вара, каялла илме килсессĕн, мана воспитатель кĕтсе илчĕ. "Сирĕн ачăр чĕлхесĕр-им. Мĕншĕн маларах пĕлтермерĕр çакăн пирки." - пикенсех тĕпчет çакскер. Унччен те пулмарĕ, манăн ывăл аякранах кăшкăрса ĕрĕхсе килет, "Анне-е-е! Кунта никам та калаçма пĕлмест!"

- Чăн та, пĕр енчен кулăшла пек. Кайран вара, хула ачи пулса тăрсассăн, хăв та чăвашла "манса" кайнă...

- Çапла çав. Садикре те, шкулта та вырăсла кăна вĕреннĕ. Мĕн пурри те - атте-анне килте чăвашла калаçни, анчах манпа мар, хăйсен хушшинче. Халь вара иккĕшĕ те эпĕ "чăваша каялла таврăннăшăн" чунтан хĕпĕртеççĕ, манпа мухтанаççĕ. Тăван чĕлхепе кăна калаçаççĕ, хăш чухне манăн йăнăшсене те тÿрлетеççĕ.

- Мĕн пулăшрĕ вара "чăваша таврăнма"?

- Эсперанто.

- Эсперанто??? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.