Пĕчĕк Атнашăн пуласлăхĕ пысăк
Атнаш - Вăрмар тăрăхĕнчи чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Аслă Чак ял тăрăхне кĕрет. Тĕп ялтан Саруй еннелле хывнă асфальтлă çулпа нумаях та иртместĕн - сăрт çине хăпарсанах йывăçсем айĕнче хĕресленсе тăсăлакан вăрăмах мар урамсене куратăн. Сулахай енче - пĕве. Сарлаках мар вăл, анчах вăрăма тăсăлать, ял хĕррипе авкалана-авкалана пырать. Сылтăм енче те пур пĕве. Ял вĕçĕнчи кил çумĕнчех. Вăл, ахăртнех, ятарласа чавнăскер, хур-кăвакал çу каçа çитĕнтерме чухах-тăр. Çак ялта пурăнакан Лидия Августова пире Атнашпа паллаштарнисĕр пуçне хăйĕн ашшĕ çинчен те каласа парас кăмăлпа чĕннĕ.
Самай сарлака урампа пыратпăр. Çула вĕтĕ чулпа хытарнă, йывăр техника питĕ çÿремест пулас - лакăм-тĕкĕм курăнмасть. Ял вăрман ăшне путнăнах туйăнать. Хăш-пĕр çурт тăлăххăн курăнать, эппин унта пурăнмаççĕ. Теприсенче çынсем пурри сисĕнет: хапха умĕнче чăх-чĕп çÿрет, выльăх-чĕрлĕх урисен йĕрĕсем курăнаççĕ. Кашни çурт патнех газ пăрăхĕ пынă. Вĕсене темшĕн ытла та лутра вырнаçтарнă - картишне машина-тракторпа кĕреймĕн. Пĕр çурт умĕнче аллине пуртă тытнă арçынна асăрхарăмăр. Вăл, Шупашкартан тăван ялне канма килнĕскер, ашшĕн çуртне кăшт юсакаласшăн. Пире, палламан çынсем тесе пуль, хăйĕнпе ниепле те паллаштармарĕ. Çапах та пĕлтĕмĕр: кăçал пурнăçран уйрăлнă вăрçă ветеранĕн Е.И.Ивановăн ывăлĕ. Малалла вулас...
Комментировать