Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» юбилейĕпе саламлани
«Хыпарăн» хисеплĕ ĕçченĕсем, ăна юратса вулакансем!
Сире чăваш халăх хаçачĕ тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп.
Тăван халăхăмăрăн хут пĕлменлĕхне сирме пулăшнă хаçатăн пĕрремĕш номерĕ вулакан патне 1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче çитнĕ. Çапла майпа чăвашсем хăйсен автономийĕ йĕркеленичченех тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçата вулама пултарнă. Апла пулсан халĕ пĕр иккĕленмесĕрех каламалла: ку юбилей – пĕтĕм халăх уявĕ.
Муркаш тăрăхĕнчи Купăрля чăвашĕ Николай Никольский çине тăнипе «Хыпар» Хусанта çĕршывшăн çăмăл мар тапхăрта пичетленнĕ. Самана ыйтнине кура хаçатăн ячĕ темиçе хут та улшăннă пулин те пĕрремĕш редакторĕ Николай Васильевич каланă сăмахсем – «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ» тени – кивелмен. Çакна хаçата тĕрлĕ тапхăрта кăларса тăнă журналистсем яланах асра тытнă, паянхи кун та çирĕп пăхăнаççĕ, хаçат вулакансемшĕн кăмăл уççи пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Халĕ «Хыпар» – пĕр хаçат кăна мар, вăл республикăра, ун тулашĕнче пурăнакан мĕн пур ÿсĕмри чăвашсене «чун апачĕпе» тивĕçтерекен наци медиа-холдингĕ: вунă тĕрлĕ хаçат-журнал кăларса тăрать. Пичет кăларăмĕсенче паянхи куншăн çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, тăван чĕлхене, халăхăмăрăн пуян культурипе историне, республикăра тĕпленсе пурăнакан нацисен нумай енлĕ йăли-йĕркине юратма хистекен статьясемпе очерксене кун çути кăтартаççĕ, журналистсем вулакансене интереслентерекен вун-вун ярăм шухăшласа кăлараççĕ, Чăваш Енре пурнăçланакан наци проекчĕсен, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн ĕçĕ-хĕлне çутатаççĕ.
«Хыпарçăсене» çак çăмăл мар ĕçре – хавхалану, çĕнĕ идейăсем тата çирĕп сывлăх, чăваш хаçачĕн ветеранĕсемпе вулаканĕсене çемьере килĕшÿ, тату пурнăç, вăрăм кун-çул сунатăп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ
Комментировать