Балет фестивальне юпа уйăхĕнче ирттерĕç

30 Сен, 2020

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ журналистсене пухса юпа уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн программипе паллаштарчĕ. МИХсенче ĕçлекенсемпе театрăн илемлĕх ертÿçи Дмитрий Банаев, дирижерĕ Ольга Нестерова, балетмейстерĕ Данил Салимбаев, художникĕ Валентин Федоров тĕл пулчĕç.

Классика хайлавĕсене килĕштерекенсем балет фестивалĕ ытти çул çуркунне иртнине аван пĕлеççĕ. Анчах кăçал коронавируса пула нумай мероприятие пăрахăçлама е урăх вăхăта куçарма тиврĕ. Чăваш Ен çыннисен тĕрлĕ тăрăхри балет ăстисен пултарулăхĕпе юпа уйăхĕн 17-25-мĕшĕсенче паллашма май килĕ. Тÿрех палăртар: ют çĕршыври артистсем пулаймĕç. Анчах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ăстисем калашле, тăван тăрăхра та маттур ташăçăсем пур. Хамăртан хушса каласан, асăрхама кăна пĕлмелле.

Кăçалхи балет фестивальне, шучĕпе вăл 24-мĕш хут иртет, «Хуркайăк çулĕ» балетпа уçĕç. Унăн либреттине пĕтĕм тĕнчери конкурссен дипломанчĕ Данил Саламбаев чăваш юмахĕсене тĕпе хурса çырнă. Музыкине хайлама Александр Галкин композитора ыйтнă. Çапла, шăпах çавă, «Аттила – халап çурални» балет валли кĕвĕ çыраканĕ. Шăпăрлансенчен пуçласа ваттисем таранах кăсăклантарма тивĕç балетра наци музыкипе те усă курнă. Икĕ пайлă çĕнĕ ĕçĕн балетмейстерĕ – Данил Салимбаев, художникĕ – Валентин Федоров, дирижерĕ – Дмитрий Банаев.

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Дон Кихот» балета йыхравлаççĕ. Унти Китри ролĕнче – Мускаври Пысăк театрта ĕçлекен Раççей тава тивĕçлĕ артистки Евгения Образцова, Базиль – пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Денис Родькин. Дирижерĕ – Карели патшалăх филармонийĕнчи Анатолий Рыбалко. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăтартма палăртнă «Баядерка» балетри Никия тата Солор сăнарĕсене Санкт-Петербург хулинчи Мариинка театрĕнчи Оксана Скорикпа Андрей Ермаков (вĕсем иккĕшĕ те – пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем) калăплĕç. Ылтăн турă ролĕнче – Мускаври Кремль балетĕнчи Егор Мотузов. Дирижерĕ – Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольга Нестерова. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чулхулари оперăпа балет театрĕ «Корсар» балетпа килсе çитĕ. Асăннă çак ĕçсем пурте – тĕнче хореографийĕн шедеврĕсем.

Фестиваль яланхиллех гала-концертпа вĕçленĕ. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулĕ вăл. Сцена çине Санкт-Петербургри Михайловка, Мускаври К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕнчи, Мускаври Кремль балетĕнчи, Бурят Республикинчи академи оперăпа балет театрĕнчи ăстасем тухĕç. Гала-концертăн дирижерĕ – Мордва Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Сергей Кисс, балет труппин илемлĕх ертÿçи – Данил Салимбаев.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: 

Комментировать