Литература музейĕ Парнесен кунне ирттерет

28 Сен, 2020

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ 80 çул тултарать. Çавна май вăл Парнесен кунне ирттерме палăртнă.

Музей директорĕ Ирина Оленкина пĕлтернĕ тăрăх, учреждени çыравçăсемпе çыхăннă кирек епле экспоната та хапăл. Писательсемпе поэтсем, вĕсен тăванĕсем çыравçăсен пултарулăхĕпе çыхăннă хатĕр-хĕтĕре, тĕрлĕ япалана парнелеме пултараççĕ. Хаклă экспонатсемпе пĕр-пĕр пысăк экспозици йĕркеленĕ чухне хаваспах усă курĕç.

Литература музейĕн фондне сумлă парнесемпе пуянлатас кăмăллисем халех пур. Ирина Вячеславовна çак йĕркесен авторне каланă тăрăх, Чăваш халăх поэчĕн Стихван Шавлин хĕрĕ Ольга Степановна ашшĕн пичетлемелли машинине парас кăмăллине пĕлтернĕ. Лаврентий Таллеровăн хĕрĕ Татьяна /вăл, сăмах май, пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕн Геннадий Максимовăн мăшăрĕ пулать/ музее хăй вăхăтĕнче ашшĕн çыру сĕтелне, пичетлемелли машинине, пуканне парнеленĕ. Петĕр Хусанкая Венгрие, Румыние, Болгарие кайсан парнеленĕ сувенирсем те Литература музейĕн фондне тивĕçлипе пуянлатаççĕ.

«Пирĕншĕн çыравçăсен ручки-кăранташĕ, ал çырăвĕсем таранах питĕ паха. Вĕсем паянхи ăрушăн кăна мар, ыранхисемшĕн те хаклă экспонат пулса тăрĕç», – тет Ирина Оленкина.

ШУТА ИЛМЕ

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетре Литература музейĕнче Парнесен кунне савăнăçлă лару-тăрура ирттерĕç. Парнесен кунĕ пирки ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8 /8352/ 62-21-43.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать