Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

3 Сен, 2020

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Николаев хăйне ĕçрен кăларма ыйтса заявлени çырнă. Паян унта Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем Леонид Николаевăн заявленине пăхса тухнă.

Вăрнарти шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле тĕплĕн юсаса пĕтерейменшĕн муниципалитет ертÿçине республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пунăçлакан Олег Николаевран маларах сăмах тивнĕ. Пуçламăш класс ачисем халĕ кивĕ çуртра вĕренеççĕ, вăтам тата аслă классенче ăс пухакансене дистанци мелĕ çине куçарма тивнĕ. "Чувашинформ.рф" портал пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçне васкавлăн вĕçлеме республикăри специалистсене явăçтарĕç.

www.hypar.ru vurnar.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Вера ЭВЕРККИ. 

Рубрика: 

Комментировать