Полицейские çĕçĕпе чикнĕ

6 Авг, 2020

Шупашкар хулинче çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче патрульпе пост службин ĕçченне çĕçĕпе чикнĕ.

Ирхи 7 сехет те 5 минутра право хуралĕн ĕçченĕ Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕн 2-мĕш уйрăмĕнчен тухма тăнă. Крыльца çинче ăна 35 çулти хĕрарăм çурăмран çĕçĕпе чикнĕ. Суранланнă полицейские те, хĕрарăма та больницăна ăсатнă.

Малтанласа шухăшланă тăрăх, çамрăк хĕрарăм ăс-тăн чирĕпе нушаланать. Хăй амантнă полицейские вăл унччен палламан. Правăна пăснăшăн административлă майпа маларах ăна темиçе хутчен явап тыттарнă.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать