Программăна саккун статусне парĕç

27 Июл, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев эрнекун Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Чăваш Енĕн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе паллаштарнăччĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата мунципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва та çак темăранах пуçларĕ.

— Программăна интереслĕ нумай мероприяти кĕртме пултартăмăр, — терĕ вăл. — Вĕсем республикăра пурăнакансем ырă улшăнусене туяссине тĕревлеме тивĕç. Анчах çак программа хальлĕхе эскиз шайĕнчи ÿкерчĕк, халь пирĕн унран саккун шайĕнчи документ тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Çакăн валли Олег Николаев пĕр уйăх уйăрать: кашни министерствăн хăйне пырса тивекен сыпăксене тепĕр хут тишкермелле, муниципалитетсен тĕллевĕсене мĕн пур пунктпа çураçтармалла тата ытти те. Презентацире Олег Алексеевич программăн цифра технологийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă пайĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ: «Пирĕн тивĕçлĕ база пур. Халь Раççей Президенчĕ те цифра трансформацине пур енлĕн пулăшассине çирĕплетрĕ. Ку енĕпе налук маневрĕ те пулать — илĕртÿллĕ условисем вăя кĕрĕç. Çавăнпа та асăннă технологисене ĕçе кĕртесси кашни отрасле пырса тивмелле».

Кашни отрасле мар, республикăри нумай яла пырса тивекен çивĕч ыйту — вĕсене таса шывпа тивĕçтересси. Олег Николаев кун пирки хăйĕн ячĕпе нумай ыйту килнине палăртрĕ, çавăнпа чăннипех пысăк ĕç пуçарма йышăннă. Строительство министрĕ Александр Героев тĕрлĕ ялта шыв башнисем вырнаçтармашкăн 273 заявка йышăннине çирĕплетрĕ. Вĕсенчен 217-ĕшне ырланă. Пĕтĕмпе — 213 миллион тенкĕлĕх. Халь вырăнсенчи влаçсен тивĕçлĕ конкурс процедурисене йĕркелесе подрядчиксене палăртмалла, ĕçе пуçăнмалла. Регион ертÿçи çак ĕçсене тăсса яма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: çу кунĕсем иртсе пыраççĕ — ĕçсене хальтерех, йĕпе-сапа, сивĕсем киличчен, пурнăçлани меллĕрех.

Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов черетлĕ призыв тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Çара 1167 çамрăка ăсатнă — республика Оборона министерствин заданине туллин пурнăçланă.

Çак тапхăрта çар комиссариачĕсене повесткăсемпе 4,6 пине яхăн çамрăка чĕннĕ — сăлтавсăр пыманнисем пулман. Иртнĕ çулсенчен тытăнсах çара каяссинчен тарса çÿрекен 22 çынна тупса палăртнă — вĕсене административлă майпа явап тыттарнă. Призывниксем сывлăх тĕлĕшпе çирĕпленни савăнтарать. Çак призыв тапхăрĕнче вĕсен сывлăхĕн çар службипе çыхăннă юрăхлăхĕн кăтартăвĕ 74,5% танлашнă. 2019 çулта ку кăтарту самай пĕчĕкрех пулнă — 71,6%. Каччăсене службăна Шупашкарти сбор пунктĕнчен ăсатнă: тумтирпе, çул çине апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем пулман.

Патшалăхăн тĕрлĕ ведомстви çумĕнчи общество канашĕсен ĕçĕ пирки калаçу пулчĕ. Унччен кашни хăй пĕлнĕ пек ĕçленĕ теме пулать, халь вара ятарлă положени хатĕрленĕ — министерствăсен, ытти тытăмăн ăна пăхăнмалла.

Требованисем çирĕп. Пĕр çын пĕр общество канашĕн членĕ кăна пулма пултарать, темиçе ведомствăпа туслă пулма юрамасть. Канашсен йышĕ тĕлĕшпе те виçе палăртнă — 7-рен тытăнса 13 таран член пулмалла. Документра вĕсен йышне общество организацийĕсенчи хастарлăхпа палăрнă, тивĕçлĕ ведомство ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе опыт пур çынсене суйласа илмелли пирки те каланă. Олег Алексеевич ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисене хăйсен общество канашĕсен форматне çĕнетме чĕнсе каларĕ, çакă патшалăх тытăмĕсен ĕçне уçăрах тума пулăшĕ.

Канашлу патшалăх нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине автоматизацилес ыйтăва тишкернипе вĕçленчĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнчен регионăн сутăн илессин управленийĕн информаци системи ĕçлеме тытăннă. Вăл бюджетсен укçипе тирпейлĕ тата тухăçлă усă курассине тивĕçтерме, асăннă ĕçе тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетме пулăшĕ. Бюджет тытăмĕсен, автономи учрежденийĕсен пурин те çак системăпа усă курса ĕçлемелле.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать