Чирлисем санаторисенче сипленĕç

24 Июл, 2020

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

— Лару-тăру лайăхланса пырать пулин те сыхлăха çухатма юрамасть. Асăрханулăх мерисене пăхăнмаллине, маскăпа çÿремеллине, дезинфекци тумаллине манмалла мар. Чирлисене вăхăтра тупса палăртас, вĕсене сиплес тесе çине тăрса ĕçлемелле. Çавăн пекех инфекцие пула вилнисен сăлтавне тĕплĕн тĕпчемелле, çитменлĕхсене палăртмалла, — терĕ Олег Алексеевич лару пуçламăшĕнче.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Шупашкара 29 ИВЛ аппарачĕ çитнĕ. Хулан 2-мĕш больници яланхи режимпа ĕçлеме пуçланă. Чиртен сипленисен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе хăшпĕр санаторине уçмаллине палăртрĕ Владимир Геннадьевич. Унăн шухăшĕпе ыттисем те килĕшрĕç.

Республикăри тĕп санитари врачĕ Надежда Луговская палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра больницăсенче тата килте инфекциллĕ 2098 пациент сипленет. «Кунсерен 20-30 çын сывалать. 14 районта чирлекен нумай, Етĕрнере, Хĕрлĕ Чутайра, Шăмăршăра уйрăмах йышлă. Шупашкар хули яланхи пекех «хĕрлĕ зонăра» тăрать. Чирлекенсен 92 проценчĕ — 40-59 çулсенчи çынсем. Ку эрнере пневмонипе чирлĕ 386 тĕслĕхе шута илнĕ», — терĕ Надежда Феофановна. Кÿкеçри ватăсемпе сусăрсен çуртне коронавирус пырса çакланнă, унта 22 тĕслĕх /вĕсенчен 11-шĕ — ĕçлекенсем/ тупса палăртнă. Роспотребнадзор специалисчĕсем социаллă учрежденире тĕпчев ирттереççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр садикре те асрăханулăх мерисене пăхăнман: унти пĕр сотрудник инфекциллине пĕлсех ĕçе çÿренĕ, çавна май ыттисене чирлеттернĕ. «Çеçпĕл» предприятире пÿлĕмсене дезинфекци туманнипе предписани çырнă, санитари нормисене пăхăнманнипе Шупашкарти пĕр кафен ĕçне вăхăтлăх чарса лартнă.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ бригадăсем ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Етĕрне районĕнче 20 ушкăн 146 обьекта тĕрĕсленĕ пулин те пĕр çитменлĕх те тупса палăртман. Шупашкар районĕнче 4 ушкăн кăна рейда тухнă. Вăрмарти 17 ушкăн 47 тĕрĕслев ирттернĕ, 4 çитменлĕхе шута илнĕ. Мобильлĕ ушкăнсем Шупашкарта 49 лавккара пулнă, 22 вырăнта йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă. Асăрханулăх мерисене пăхăнманнисенчен пĕри вăл — суту-илÿ обьекчĕсенче маска тăхăнманни», — терĕ вăл. Изоляцирен тухмалли иккĕмĕш тапхăра куçас ыйтăва пăхса тухнă май Алла Леонидовна Тутарстанри лару-тăру пирки каласа кăтартрĕ. Унта маскăсăр пĕр кĕленче шыв та туянма çук иккен. Пляжсем, атракционсем, фитнес центрĕсем ĕçленине палăртрĕ. Надежда Луговская тренажер залĕсене уçмашкăн тăхтама ыйтрĕ: хупă пÿлĕмре инфекци сарăлас хăрушлăх пысăк. Вăл 800 тăваткал метртан пĕчĕкрех суту-илÿ обьекчĕсене, хăшпĕр вĕренÿ учрежденийĕсене уçма ирĕк парассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пĕрлештернĕ командăсен йышне кĕрекен спортсменсене тренировка ирттерме ирĕк памалли мерăсене «çемçетес» ыйтăва хускатрĕç.

Ларăва Чăваш Ен прокурорĕн заместителĕ Александр Евграфов, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков тата ыттисем хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать