Çул та тимлĕх ыйтать
Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕ.
— Транспортпа çул-йĕр нумай ыйтуллă отрасльсен йышне кĕрет. «Чăвашавтотранс» панкурта тухсан ыйту татах çивĕчленчĕ. Ыйту пур тăк ăна татса памаллах. Акă аэропорта юсамалли пирки тахçанах калаçатпăр, анчах паянхи кун та лав вырăнтан тапранмарĕ. Транспортпа çул-йĕр инфратытăмне çĕнетнĕ чухне те хальхи йышши технологисемпе усă курма тивĕç. Комплекслă программăпа килĕшӳллĕн тума палăртнă проектсене пурнăçа кĕртсен лару-тăру лайăхланасса шанатăп, — терĕ Олег Алексеевич.
Транспорт министрĕ Владимир Осипов шăпах çак программăна кĕртнĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăри çул-йĕрĕн 28 проценчĕ кăна норма требованийĕсене тивĕçтерет. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» проект пулăшнипе 2017-2019 çулсенче 349 километр çула юсанă, 4,5 километр çĕнĕ çул тунă. Вĕсене тумашкăн тĕрлĕ бюджетран 5 миллиард тенкĕ уйăрнă. «Кĕперсем тĕлĕшпе те ыйту нумай. Республикăри 109 кĕпертен 65-шне кивелнисен йышне кĕртнĕ. Пĕлтĕр, шел те, 1 кĕпер кăна юсанă, кăçал 3 кĕпере çĕнетме пуçланă», — терĕ Владимир Михайлович. 2020-2025 çулсенче Етĕрне хули çывăхĕнчи çула туса пĕтермелле, Шупашкарти виççĕмĕш транспорт çурма ункине, юхан шыв портĕнче куçса çӳрекен заправка станцийĕ тумалла, пассажирсене илсе çӳрекен транспорт обьекчĕсене çĕнетмелле тата ытти те. Çавăн пекех, министр пĕлтернĕ тăрăх, «М-12» федераци трассине тумашкăн хамăр подрядчиксене явăçтарма тата хамăр патри продукцие /хăйăр, щебень…/ усă курма палăртнă.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать