Полпред резервсемпе усă курма сĕнет
Паян Чăваш Енре Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Шупашкарти Çĕнĕ хулари шкул строительствипе паллашнă тата ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ хыççăн Игорь Анатольевич Правительство çуртĕнче республикăн коронавирус инфекцийĕн условийĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ.
— Раççей шайĕнче, республикăра экономикăна çĕнĕрен вăй парас, бизнеса пулăшас, çынсен тупăшне упраса хăварас енĕпе йышăннă мерăсем усă кÿни куçкĕрет, — терĕ Игорь Комаров канашлу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. — Бюджета пурнăçлас, промышленноç енĕпе кăтартусем нумай чакман. Канашлура çулталăкăн иккĕмĕш çурринче лару-тăрăва лайăхлатмалли мерăсене сÿтсе яврăмăр. Çак тĕллевпе резервсемпе усă курмалла, республикăн аталану концепцийĕ те ку енĕпе курăмлă усă кÿрĕ.
Полпред Çĕнĕ хулари шкулпа çыхăннă ĕçе те пысăк хак пачĕ. «Вăл — округри чи пысăк шкулсенчен пĕри. Пысăкăшĕпе кăна мар, ăна пур енлĕн тивĕçтерес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăкки савăнтарать. Цифровизаципе, ыттипе çыхăннă тĕллевсем пысăк, çакă республикăри вĕрентÿ шайне ÿстерме пулăшĕ», — терĕ Игорь Анатольевич.
Комментировать