Кĕтнипе кăна çырлахма юрамасть

13 Июл, 2020

Транспорт министрĕ Владимир Осипов ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулсем тума тата юсама уйăрнă укçапа мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. Кăçал асăннă ĕçсем валли уйăракан укçа виçи пысăк — 5,5 миллиард тенкĕ ытла. Хальлĕхе çак виçен 19,4% усă курнă — ĕçсем хĕрӳ тапхăрта.

Тĕп хула сити-менеджерĕ Шупашкар валли уйăрнă хушма 340 миллион тенке ĕçе кĕртессине хăвăртлатас ыйтăва çĕклерĕ. Правительствăн уйрăм йышăнăвĕ кирлĕ, унсăрăн укçана ĕçе кĕртесси тăсăлса каяс хăрушлăх пур — çапла ан пултăрччĕ. Подрядчиксем укçа тĕлĕшпе гаранти пулмасăр ĕçе пуçăнасшăн мар. Владимир Осипов асăннă ыйту пиртен килменнине палăртрĕ: «Эпир те Раççей Правительствин йышăнăвне кĕтетпĕр…» Олег Николаев вара кĕтнипе кăна çырлахма юраманни пирки асăрхаттарчĕ, Мускавпа, тивĕçлĕ министерствăпа ку ыйтупа калаçма сĕнчĕ — ыйтмалла, хистемелле…

Вăл çавăн пекех республикăри çулсен хĕррисем хунав-тĕмпе хупланни пирки каларĕ — йĕрке тумалла. Владимр Осипов ку енĕпе ĕçлеме пуçланине çирĕплетрĕ. Çулсем валли уйăрнă укçа самай перекетленет, ăна шăпах асăннă ĕç валли ярасшăн. «Сăр», «Аниш», «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» çулсен хĕррисене йывăç-тĕмрен тасатĕç — пĕтĕмпе 370 километр. Олег Николаев çак ĕçе пурнăçланă хыççăн çулсен хĕррисен тирпейлĕхĕшĕн вĕсене пăхса тăракан подряд организацийĕсем яваплă пулмалли çинчен каларĕ.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментировать