Сасăлав легитимлăхĕ иккĕлентермест

4 Июл, 2020

«Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсемпе çыхăннă сасăлав вăхăтĕнче пирĕн сăнавçăсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене асăрхаман. Çапла вара сасăлав легитимлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пулма пултараймасть», — çапла пĕлтерчĕ эрнекун йĕркеленĕ брифингра Общесто палатин председателĕ Алексей Судленков сасăлав мĕнле иртнине хакланă май.

Общество сăнавçисен чăннипех пысăк йышне явăçтарнă: сасăлав пынă çичĕ кунра суйлав участокĕсенче вĕсем — коммерципе çыхăнман организацисен, партисен, ытти тытăм представителĕсем — пĕтĕмпе сакăр пине яхăнах пулнă. Пĕр участока та сăнавçăсăр хăварман. Алексей Алексеевич сасăлавра граждансен хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртать: «Чăваш Енре тÿрлетÿсемшĕн коронавирус эпидемийĕпе çыхăннă чарусен тапхăрĕнче сасăлама тиврĕ, апла пулин те пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ».

ОП членĕ Анатолий Яруткин, чăн та, хăш-пĕр кăлтăка палăртрĕ. Сăмахран, çынсене килте, çуртсен çумĕнчи территорисенче сасăлаттарнă чухне сасăлав вăрттăнлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе йăлтах шута илмен, сасăлав пирки халăха кирлĕ информаципе тивĕçтерессине те лайăхрах йĕркелеме май пулнă. Чылай çын ăçта, хăçан сасăламаллине пĕлмен — ытти чухнехи суйлавсен вăхăтĕнчи пек вĕсене йыхравсем ярса паман. Сасăлав вăхăтĕнче лару-тăру центрне ертсе пынă та — граждансенчен чылай шăнкăрав пулни çинчен калать: куллен темиçе теçетке, çынсенчен ытларахăшĕ шăпах ăçта тата хăçан сасăламаллипе интересленнĕ. Анчах кусем сасăлав легитимлăхне витĕм кÿрекен çитменлĕхсем мар — вĕсене малашне шута илĕç.

Малашне тенĕрен, пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр сасăлавччен, ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕччен, вăхăт нумай та юлмарĕ — икĕ уйăх ытларах кăна, çавна май Конституципе çыхăннă сасăлав опычĕ, иккĕленмест Алексей Судленков, çитес суйлавра пысăк пулăшу пулĕ. Вăл общество сăнавçисене пысăк ĕçшĕн тав турĕ.

Калаçăва Раççей Общество палатин, ЧР Общество палатин членĕ Николай Паштаев та хутшăнчĕ. Сасăлав кунĕнче унăн икĕ суйлав участокĕнче пулма тивнĕ: пĕринче сасăланă, тепринче сăнавçă пулнă. Медик пулнă май сасăлав вăхăтĕнче санитарипе гигиена хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтернипе кăсăкланнă — «пĕтĕмпех тивĕçлĕ шайра». Халăх тÿрлетÿсене ырланине хакланă май вара Николай Петрович Америка енчен Раççее курайманнин тата пандеми условийĕсенче халăх хăйĕн позицине уçăмлăн палăртни çинчен каларĕ: «Халь пирĕн çĕнĕ Конституци тата вăйлă Президент пур, çакă малалла çирĕппĕн утма май парĕ».

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать