Хĕрлĕ площадь — тĕп хула, Чăваш Ен чĕри
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнкун каçхине тĕп хулари реконструкциленĕ Хĕрлĕ площадьпе паллашрĕ.
Коронавирус инфекцийĕ пулман тăк кунта паян халăх хĕвĕшетчĕ ĕнтĕ. Курмалли-пахаламалли пайтах-çке. Анчах Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ăнлантарнă тăрăх, хула çыннисене йышăнма пĕтĕмпех хатĕр пулин те пандемие пула площаде уçма васкас мар тенĕ.
Площадь палламалла мар улшăннă — пухăннисем ун пирки «тĕп хула, республика чĕри» терĕç те, çак сăмахсене вăл халь чăннипех тÿрре кăларать. Ачасем вылямалли вырăнтан пуçласа истори лаптăкĕ таран — чăннипех çÿллĕ шайра. Пĕтĕмпех пăхса çаврăннă хыççăн Олег Николаев та кăмăллă пулнине пытармарĕ. «Савăнтăм, хавхалантăм. Ку — ыранхи кун шайĕнче», — терĕ вăл. Республикăн 100 çулхи юбилейĕ пирки аса илтернĕ май çак площадь тата тепĕр 100 çул халăха савăнăç кÿрессе шаннине палăртрĕ.
Хула çыннисен, хăнасен вара кунти çĕнĕлĕхсене, хăтлăха хаклама май пулĕ-ха. Фонтан мĕне тăрать! Вăл драмтеатр умĕнче вырнаçнă. Шыв вун-вун пайăркапа çÿлелле пĕрĕхсе каçхи тĕттĕмре тĕрлĕ тĕспе вылять — тĕлĕнмелле илемлĕ!
Комментировать