Раççей реккорчĕсен кĕнекине лекнĕ

22 Июн, 2020

Шупашкарти «Классика» юрă капелли Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Вăл «МУЗЫКАПОБЕДЫ.РФ» пĕтĕм тĕнчери онлайн-марафона хутшăннă. Ăна Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă. «День Победы» юрра пысăк йышпа шăрантарса Раççей рекордне лекес тесе тĕрлĕ çулхисемпе тĕрлĕ йышлă коллективсем юрлама пултарнă.

Проекта пуçарнине çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕрремĕш канал «Поле чудес» кăларăмра пĕлтернĕ. «Ютуб» видеохостингра марафон каналне йĕркеленĕ. Проекта хутшăнакансене 24 сехет хушшинче кăтартнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче марафона пĕтĕмлетнĕ.

www.hypar.ru gcheb-kult.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать