Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ
Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ВКС мелĕпе шурӑ халатлисене ҫывхарса килекен Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ.
Аса илтеретпĕр: сывлӑх хуралĕнче ĕҫлекенсен кунне ҫулсеренех ҫĕртме уйӑхĕн виҫҫĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаҫҫĕ. ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн сывлӑх сыхлавĕнчи надзор службин пуҫлӑхĕ Алла Самойлова, ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владиир Степанов,"Пĕрле" фончĕн попечительсен канашĕн ертӳҫи Вячеслав Александров саламларĕҫ.
Видеоконференци мелĕпе ҫыхӑнӑва республикӑри 60 ытла медицина учрежденийĕ тухрĕ. Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавĕнче 27 пин ытла ҫын ĕҫлет. Вĕсенчен 5000-шĕ - тухтӑрсем, 12 пине яхӑн - вӑтам, 1 пине яхӑн кĕҫĕн медицина персоналĕ. Эпидеми лару-тӑрӑвĕнче,ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ĕҫлеҫҫĕ паян шурӑ халатлисем. Хӑшĕсен талӑкĕпех вӑй хума тивет.
Ҫулсеренех асӑннӑ отрасльте тӑрӑшакан чи пултаруллӑ специалистсене тĕрлĕ награда парса хавхалантараҫҫĕ. Калӑпӑр, республикӑри клиника больницин хирурги уйрӑмĕн пуҫлӑхĕ Валентин Ворончихин, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн анестезиологĕ Евгений Любимов "РФ тава тивĕҫлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕҫнĕ. Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.
Комментировать